Олимп çулталăкĕ олимпиецсемшĕн çеç мар
o Паян - Физкультурник кунĕ
Олимп çулталăкĕ олимпиецсемшĕн çеç мар
Физкультурник кунĕ кăçал шăпах Грецири Афина хулинче XXVIII Олимп вăййисем уçăлнă вăхăтпа пĕр килчĕ.
Районти физкультурниксемпе спортсменсем ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ" Указне пурнăçа кĕртсе пырса XXVIII Олимп вăййисене спортра çитĕнỹсем тунипе кĕтсе илме тăрăшрĕç. Район территорийĕнче спорт сооруженийĕсем - 76, спорт залĕсем - 20, пемелли тирсем - 15. "Кавал", "Çамрăклăх", "Атлет", "Сывлăх" спорт клубĕсем ĕçлеççĕ. Ачасемпе çамрăксен икĕ спорт шкулĕ пур. Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн секцийĕсем вăтам шкулсенче вырнаçнă. Вĕсенче ирĕклĕ майпа кĕрешме, волейболла, футболла выляма вĕренмелли, алă вăйĕ виçмелли, çăмăл атлетикăпа, аэробикăпа, самбо енĕпе секцисем йĕркеленĕ. Çулсеренех районта спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусемпе чемпионат-турнирсем ирттеретпĕр.
Иртнĕ çул районта спорт ăмăртăвĕсемпе мероприятийĕсене 45 йĕркеленĕ, вĕсене 4100 çынна явăçтарнă, курма пынисем 18 пин çын пулнă. Районăн пĕрлештернĕ командисемпе уйрăм спортсменсем республикăри, Пĕтĕм Раççейри, тĕнчери ăмăртусене 50 хутчен хутшăннă. Вĕсенче пĕрремĕш вырăнсене - 29, призлă вырăнсене 53 çĕнсе илнĕ. Чи пултаруллă 10 спортсмен район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.
Паянхи куна спортăн тĕрлĕ енĕсемпе занятисене 6319 çынна явăçтарнă. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта шкулсенче ирттернĕ спорт мероприятийĕсене çул çитмен 834 çамрăк хутшăннă.
Халĕ Греци çĕршывĕнче пыракан Олимп вăййисене пирĕн янташ, Атайкассинче çуралса ỹснĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ Светлана Захарова хутшăнни Вăрмарсене физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе татах та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.
А. БОЙКОВ,
райадминистрацин
физкультурăпа спорт
тата çамрăксемпе ĕçлекен
пай начальникĕ.