Пуласлăха шанса
o Ĕненỹ
Пуласлăха шанса
Чунра тунсăх е хуйхă. Канлĕхе çухатнăскерсем лăпкăлăх шыраççĕ. Çак вырăн вара чылайăшĕсемшĕн - чиркỹ.
"Инкек куçа курăнса килмест",- тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Пирĕн ял администрацийĕн территорийĕнче те çаплах пулса тухрĕ. 1882 çулта лартнă Мăнçырма чиркĕвĕ вутра хĕмленсе кĕлленчĕ. Ку таврари Турра ĕненекенсемшĕн калама çук пысăк инкек пулчĕ. Çунмасăр юлнă чиркĕвĕн пĕр пайне хута ярас тесе çине тăчĕ ял халăхĕ. Кашни кун 40-50 çын пырса юсав ĕçĕсем турĕç. Мăнçырма ял çыннисемпе пĕрле кỹршĕ ялсем те хутшăнчĕç. Йышлăн та туслă ĕçлерĕç. Шкул коллективĕ, унта вĕренекенсем мĕн чухлĕ пулăшрĕç. Кивĕ Шулхан çыннисен хастарлăхĕ те палăрса тăчĕ. 122 çулхи чиркỹ кивелсе çитнĕ пулнă. Çавăнпа та çĕнĕ чиркĕве кирпĕчрен тума шут тытрĕç. Çак ĕçре чи малтан район администрацийĕ, районти организацисемпе предприятисем, чиркỹ прихучĕ, пур халăх та çийĕнчех пулăшма пуçларĕç. Чурачăкри тимĕр-бетон изделийĕсем тăвакан предприяти кирпĕч, вăрмантан йывăç турттарнă çĕрте транспорт парса пулăшрĕ. Харпăр хăйсем автомашина тытакансем: Эçпепери Юрийпе Володя Яковлевсем, Мăнçырмари Н.Романов, Шăхальти В.Степанов, Кивĕ Шулханти В.Васильев, М.Портнов, Г.Портнов, Н.Назаров, Ф.Андреев, Вăрмар поселокĕнчен В.Андреев, В.Иванова чиркỹ никĕсне хунă çĕрте ырми-канми вăй хучĕç. Çавăн пекех Мăнçырмари Емельяновсен çемйине ырăпа палăртса хăвармалла.
Мăнçырмара çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнакансен те пулăшăвĕ иксĕлми. Вăрмар поселокĕнчи Н.Матвеев, Хусанта архитектор специальноçне вĕренсе илнĕскер, кĕске вăхăтрах чиркỹ проектне туса пачĕ. Вăлах чиркỹ тунă çĕрте асăрхаса пăхсах тăрать. Умра тумалли ĕçсем питĕ нумай. Укçа-тенкĕ, ĕç вăйĕ, материалĕ - пурте кирлĕ. Пур халăх та йывăрлăхра пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарни чуна савăнтарать. Кунта пулăшма килнисене прихут çыннисемех кунне икĕ хутчен вĕри апат çитерчĕç. Чиркỹ настоятелĕн, Леонид аттен, ларса-тăма вăхăчĕ те çук. Стройкăра та ĕçлемелле, службине те ирттермелле, унта-кунта чупмаллисем те питĕ нумай. Кунта ĕçлекенсен пурин те канăç пĕтнĕ, çине тăрсах çĕнĕ чиркĕве хăпартса хута ярасшăн. Ĕненỹпе пуласлăха шанса утасшăн.
Н. МАТВЕЕВ,
Мăнçырма ял
администрацийĕн пуçлăхĕ.