Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çу уйăхĕсене усăллă ирттереççĕ

o ЧР Президенчĕн Указне - пурнăçа

Çу уйăхĕсене усăллă ирттереççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тата вĕсен ĕç тухăçне ỹстерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн ĕçпе тивĕçтерекен районти центр предприятисемпе, организацисемпе тата учрежденисемпе тачă çыхăну тытса çул çитмен ачасене вăхăтлăха ĕçпе тивĕçтерессипе чылай килĕшỹ тăвать. 14-18 çулсенчи ачасене çуллахи вăхăтра ĕçпе тивĕçтересси малти вырăнта тăрать. Юлашки çулсенче укçа-тенкĕ уйăрнипе çул çитмен ачасем вĕренĕве ĕçпе çыхăнтарма пултараççĕ. Ку вара вĕсемшĕн питĕ меллĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсем ачасене малтан ку ĕçе хăнăхман специальноçсемпе ĕçсем тупса параççĕ. Çакна та палăртмалла: çул çитмен ачасем çуллахи вăхăтра ĕçе кỹлĕнни дисциплинăна хăнăхтарать, право йĕркисене пăсассинчен сыхлама май парать.

2004 çулхи январь-июль уйăхĕсенче районти предприятисемпе организацисене 15 килĕшỹ туса вăхăтлăха 326 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики - 44, "Колос" фермер хуçалăхĕ - 11, "Арабоси" агрофирма - 56, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕ - 18, Куславккари вăрман хуçалăхĕ - 40, "Родина" хуçалăх - 15, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕ - 9, "Вăрмаргаз" тулли мар яваплă обществăн филиалĕ - 31, "Яниковское" хуçалăх - 50, райпо - 10, "Шоркистринский" кооператив - 10, райпон "Нива", "Вăтам Энĕш" пĕчĕк предприятисем - 10-шар, Мăнçырмари вăтам шкул 12 ĕç вырăнĕ тупса панă. Ачасем район территорине тирпей-илем кĕртес, йывăçсем лартас тĕлĕшпе сахал мар ĕçленĕ, çĕр улми суйланă, ĕне фермисенче, строительствăра тăрăшнă, газ пăрăхĕсене сăрланă, райпон хатĕрлев кантурĕнче эмел курăкĕсем пухассипе вăй хунă тата ытти те.

Ĕçпе тивĕçтернĕ предприятисенчен нумайăшĕ ĕç укçине те аван тỹленĕ. Сăмахран, "Шоркистринский" кооперативра тăрăшакан ачасенчен 15 çулхи С.Клименко тата 16 çулхи Е.Пудриков 4 пин тенкĕ ытла ĕçлесе илнĕ. "Вăрмаргаз" хупă акционерлă обществăн филиалĕнче 17 çулхи С.Васильев тата 16 çулхи М.Архипова кашниех 830-шар тенкĕ ĕçлесе илме пултарнă. Çакна та палăртмалла: хăш-пĕр предприятисем ачасене ĕçлеттернĕ çĕрте Раççей Федерацийĕн Ĕç Кодексĕн йĕркисене пăснă тĕслĕхсем те пулнă.

Çул çитмен ачасене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе 2004 çулта федераллă бюджетран - 47,3, республикăран - 56,7, вырăнти бюджетран - 1,5, ĕçпе тивĕçтерекен предприятисем 70,3 пин тенкĕ тăкакланă. Çитес çул валли ку тĕлĕшпе вырăнти администраци бюджетран укçа ытларах уйăрса парасса шанас килет.

Кăçал пурĕ 380 çул çитмен ачана ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Хамăр тĕллевленĕ ыйтăва татса парасса шанатпăр.

Акă çак çул пуçламăшĕнче эпир "Çул çитмен ачасен бригади" конкурс йĕркелерĕмĕр. Ку конкурспа килĕшỹллĕн 14-18 çулсенчи ачасем бригада йĕркелесе пире пĕр уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштараççĕ, конкурса сăн ỹкерчĕкĕсемпе альбом е вĕсен ĕçне çирĕплетекен тĕрлĕ хут тăратаççĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн пĕтĕмлетỹ тăватпăр. Çĕнтерỹçĕ-бригадăна укçан преми парса хавхалантаратпăр. Унтан республикăри конкурса хутшăнма заявка тăрататпăр тата ытти те.

"Пирĕн пуласлăх - çамрăксенче", тетпĕр эпир час-часах, аслисем. Çавăнпа та пирĕн малашлăх вĕсен шанчăклă аллисенче пуласса шанас килет.

                                                              В. НЕСТЕРОВ,

                                                              районти ĕçпе тивĕçтерекен

                                                              центрăн директорĕ.



18 августа 2004
00:00
Поделиться