Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Березкăра" сывă çитĕнеççĕ

o Ачалăх

"Березкăра" сывă çитĕнеççĕ

"Ачасем - пирĕн пуласлăх" сăмахсен пĕлтерĕшĕ чăннипех те питĕ пысăк. Ĕнер кăна шăпăрлансем, паян вĕсем - çитĕннĕ, тăван çĕршыва юрăхлă, тĕрлĕ ĕç вырăнĕсенче тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа пыракан çамрăксем. Садик хăйсен иккĕмĕш килĕ пулнине вĕсем нихăçан та манмаççĕ, час-часах килсе çỹреççĕ. Ăшă кулăпа воспитательсем алăк умĕнче кĕтсе илеççĕ, савăнăç куççульне вăрттăн шăлса типĕтеççĕ. Сăмахăм "Березка" садик пирки пулĕ. "Паянхи кун çĕре яхăн ача çỹрет, пурĕ 6 группа. Çуллахи вăхăтра кашни кун уçă сывлăшра иртет. Кунĕ те ачасене вăратма ритмика гимнастикипе пуçланать, вара тĕрлĕ мероприятисем, уявсем, пукане театрĕсем... Чăн-чăн çăлтăрсем евĕр пирĕн пĕчĕкскерсем гастрольсемпе çỹреççĕ. Нумаях пулмасть çăкăр заводне экскурсие кайса куртăмăр. А.Иванов директор хаваспах кĕтсе илчĕ. В. Дудкинпа пĕрле пĕтĕм цехсемпе паллаштарса экскурси ирттерчĕç. 40 яхăн пуçтарăннă ĕçченсем валли 45 минутлăх савăнăçлă концерт лартса патăмăр. Т.Гаврилова, Л.Ковалевская музыковедсем баян, аккордеон каласа юрлаттарса ташлаттарчĕç. Концерт вĕçленсен çăкăр завочĕ хăйĕн тутлă продукцийĕпе хăналарĕ", - каласа парать садик заведующийĕ Е. Никонорова.

"Романтика" лагере те ачасем кашни çулах çитсе кураççĕ. Кунта вĕсене лагерь пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе А.Иванов директор паллаштарнă. Канури ачасем валли 1 сехете яхăн концерт кăтартнă. Çĕрпỹ хулинче "Малышиада-2004" спорт мероприятийĕсенче хутшăнса 6 команда хушшинче "Березка" ачисем 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. "Çак çитĕнỹсем ачасене хавхалантарса тăраççĕ. Вĕсем чăннипех те маттурсем", - тет çĕнтерỹçĕсен воспитателĕ Н.Федотова.

Ачасен канма та, выляма та вăхăчĕ чылай. Конкурссемпе мероприятисене вĕсем хаваспах хутшăнаççĕ. Юлашкинчен, шăпăрлансене тутлă кучченеç парса савăнтараççĕ.

М.Кузнецова, Л.Николаева, Э.Левина кухня ĕçченĕсем кашни кун 4 хут ачасене тутлă та усăллă апат çитереççĕ. Т.Калинина медсестра сывлăха тĕрĕслесе тăрать. В.Степановăпа Г.Сереброва прачкăсем тасалăха сыхлаççĕ. А.Константинова завхоз садик хуçалăхне тытса пырать.

И.Михайлова, Е.Лукина, В.Петрова, Л.Ванеркина, В.Шишкина, С.Петрова, М.Иванова, Н.Федотова, Н.Ванеркина, Т.Тимофеева, З.Левина воспитательсем, А.Юшина методист ачасенчен чăн-чăн çынсем тăвас тесе чунтан парăнса ĕçлеççĕ.

Т. ВАСИЛЬЕВА,

ЧПУ студентки.



18 августа 2004
00:00
Поделиться