ЫРĂ ЯТ МУЛТАН ПАХА
Династии
ЫРĂ ЯТ МУЛТАН ПАХА
"Тепĕр хут çуралса ỹссе пурнăç сукмакĕ çине тухмалла пулнă пулсан та учитель ĕçнех суйласа илнĕ пулăттăм. Хальхи пекех хамăн чĕре ăшшине ачасене парăттăм, иксĕлми телей пиллĕттĕм".
Л. ГЕНИНА калаçăвĕнчен.
Пурнăç кустăрми çав тери хăвăрт çаврăнать. Çын ытларах ватлăх еннелле сулăнсан аса илет çакна. Тин çеç шкул сакки çинчен аннă пек туйăнать, акă вĕренсе тухса учитель профессине илсе ачасене ăс пухма, пурнăçăн тĕрĕс те анлă сукмакне тупма вĕрентнĕччĕ. Хăй çемье çавăрса виçĕ хĕр çитĕнтернĕ, халĕ мăнукĕсемпе савăнать. Район, ял çыннисем умĕнче хисеплĕ çын. Кам тетĕр эсир çакăн пек ырă ятлăскерне? Вăл - Аслă Чакри учительсен çемйинче çуралса ỹснĕ Михаил Геннадьевич Генинăн арăмĕ Любовь Петровна. Вăл 1968 çултанпах Аслă Чакри шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Унăн ĕç стажĕ - 38 çул. Вĕсенчен 20-шне директорăн вĕрентỹ заместителĕнче вăй хунă. Ачасем тарăн пĕлỹллĕ çитĕнччĕр тесе сахал мар тăрăшнă. Сăмах май унăн савнă мăшăрĕн ашшĕпе амăшĕ Геннадий Яковлевичпа Мария Евграфовна Яковлевсем ĕмĕрĕпех учительте тăрăшнă. Упăшкипе, Михаил Геннадьевичпа, пĕр тăванĕ Любовь Геннадьевна та учитель профессине суйласа илнĕ. Халĕ вăл Чупай шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет. Михаилпа Любовь Генинсем 3 хĕр çуратса ỹстереççĕ. Шел пулин те, упăшки вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн, Любовь Петровнан пур йывăрлăха та хăй çине илсе хĕрĕсене пурнăç çулĕ çине пĕччен кăларма тивет. Аслă хĕрĕ 1990 çултанпа Çĕрпỹ районĕнчи Чиричкассинче пуçламăш классене вĕрентет. Унăн мăшăрĕ Евгений Евстафьевич Иванов çав шкултах хими тата биологи предмечĕсене вĕрентет. Ивановсен иккĕшĕн те ĕç стажĕ 13-шер çул.
Тепĕр хĕрĕ - Ирина Михайловна - Энĕшпуçĕнчи шкулта вăй хурать. Вăл - психолог. Унăн ĕç стажĕ - 10 çул.
Кĕçĕн хĕрĕ - Надежда Михайловна - музыка учителĕ. Унăн мăшăрĕ, Владимир Юрьевич физкультурăна вĕрентет. Ивановсем Кĕтеснерте пурăнаççĕ. Вĕсен ĕç стажĕ 3-шер çул.
Генинсен вĕрентỹри ĕç стажĕ пĕтĕмпе 399 çула çитнĕ. Вĕсен ĕçне районта династисене чысланă чухне те ырăпа асăнса хăварнă. Çапла вара Любовь Петровнăна мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕ ĕçе юратма, çынна хисеплеме вĕрентсе ỹстерни кунран-кун аталанса та пуянланса пынă. Каярахпа хуняшшĕпе хунямăшĕн ĕç, пурнăç опычĕсем ун çине куçнă. Ăслă-тăнлă педагог, амăшĕ виçĕ хĕрне хăй пек çирĕп те ĕçе юратакан çынсем пулма вĕрентсе пырать.
Ĕмĕрĕпех ачасен пĕлĕвĕшĕн çунакан Л. Генина паянхи кун та пысăк ĕмĕтлĕ, малашнехи куна, ыррине шанакан çын.
А. НИКОЛАЕВА.