Паянхине ырана хăвармасăр
o Ĕççи - 2004
Паянхине ырана хăвармасăр
Çу кунĕсем вĕçленчĕç. Август уйăхĕн çуррине çитрĕмĕр. Çут çанталăка кĕр сăнĕ çапрĕ. Унăн пуянлăхне хĕл каçмалăх тирпейлес, ытлашшине сутса укçа-тенкĕ тăвас тапхăр çитрĕ.
Ĕççи хĕрсех пынă май "Мир" хуçалăхра канлĕх пĕтнĕ. Акса тунă тыр-пула пĕр тăкаксăр пухса кĕртме васкаççĕ. "Пĕр-икĕ кун çумăр çуни уйран тырă кĕртессине чылай чакарчĕ-ха. Хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕрле çине тăрса вăй хурсан аптрасах каймăпăр-ха", - тет хуçалăх директорĕ Л.Павлов пăшăрханса. Çумăр çунă тесе лăпланса лармаççĕ кунта. Йĕтемре хĕрỹ ĕç пырать. Хуçалăхри пур çын ĕçе кỹлĕннĕ: кантурта вăй хуракансенчен пуçласа пенсионерсем таранах. И. Мироновпа В. Уливанов пенсионерсем 70 çула çитсе пыраççĕ пулин те, кашни кунах - йĕтемре. Бухгалтеринче тăрăшакансен пултарулăхĕ пур çĕрте те палăрать. Çитмĕш ялĕнчи А.Кузьмина бригадирăн пĕр канлĕх те çук. Кашни кун вĕсем Э.Анилина рабочипе Чулкасри йĕтем çине васкаççĕ. К.Качеев слесарь 40 çула яхăн хуçалăхра вăй хурать. Унăн хастарлăхĕ, ĕçе юратни йĕтем çинчи агрегатсем мĕнле ĕçленинчен курăнать. Кашни япала шута юратать. Йĕтеме мĕн чухлĕ тырă пырса кĕнине тата тухса кайнине кунти Е.Степанова весовщица шута илсе пырать. Паянхи куна 119 тонна ыраш, тулă - 40, сĕлĕ - 78, пăрçа 15 тонна пырса кĕнĕ йĕтеме. Çитес çул акма вăрлăхлăх та хатĕрленĕ. Нумай çул ỹсекен ỹхлĕм курăкĕн вăрлăхне те алласа кондицие лартассишĕн тăрăшаççĕ.
Йĕтем çинчи пур ĕçе те Ю.Николаев заведующи йĕркелесе пырать.
С.Иванов водитель комбайнсем патĕнчен тырра ырми-канми турттарса тăрать. Йĕтемре ятарласа уйăрнă тепĕр автомашина пур. Унăн хуçи - Г.Васильев. Пурте питĕ тăрăшуллă. "Кун пекех ĕçлесен ĕççи ăнăçлă вĕçленмелле", - тет хуçалăх директорĕ.
А. НИКОЛАЕВА