Ырă ят ăруран ăрăва куçтăр
Ĕмĕр асра тытма
Ырă ят ăруран ăрăва куçтăр
Тăван халăхăн мухтавлă ывăлĕ - А.Г. Николаев космонавт летчик пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайни хĕрĕх кун ытла иртрĕ. Апла пулин те ун çинчен хурланса пĕлтернисем, пурнăçĕнчи паттăр пулăмĕсене аса илсе çырнисем хаçатсенче тăтăшах пичетленеççĕ. Чăваш халăхĕшĕн вăл чи çывăх çын çеç пулман, ăста наставникĕ те. Шел, Андриян Григорьевич вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Кĕçех, кăçалхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче, унăн 75 çулхи юбилейне паллă тумаллаччĕ. Çак куна халалласа тата вăл вилнишĕн хурланса Шуршăла çитсе курма, унăн вил тăприйĕ умĕнче пуç тайма шутларĕ районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийăн коллективĕ.
Музейрен вун пилĕк-çирĕм метрта, сип-симĕс те йывăçлă вырăнта канлĕх тупнă авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев. Йĕри-тавра чечек кăшăлĕсем, вил тăприйĕ çинчи чĕрĕ чечексем хушшинче унăн сăн ỹкерчĕкĕ. Вăл пирĕн çине тимлĕн пăхнăн туйăнать. Унăн пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ ĕнтĕ, чăваш халăхĕн çитĕнĕвĕсене курмаллаччĕ, унпа мухтанмаллаччĕ. Анчах темле хурлансан та каялла тавăрас çук ĕнтĕ. Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕн коллективĕ те хурланнине, А.Николаева ĕмĕр-ĕмĕр асра тытассине пĕлтерсе вил тăприйĕ умĕнче шăппăн тăрса пуçĕсене тайрĕ, чĕрĕ чечексем хучĕ. Унтан музейпе паллашрĕç. Николаевсем пурăннă çурта кĕрсе курчĕç, асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç. А.Г.Николаева асăнса, ăна пытарнă вырăнта часавай лартнă çĕре каякан тăкаксене саплаштарма хăйĕн тỹпине хывас тĕллевпе редакци коллективĕн ĕçченĕсем районта чи малтан хăйсен пĕр кунхи ĕç укçине куçарса пачĕç.
Ку сăваплă ĕçе пĕтĕм район халăхĕ активлă хутшăнасса шанас килет. А.Г.Николаевăн ячĕ ăруран-ăрăва куçса пырса ĕмĕр-ĕмĕрех асра юлтăр.
А. НИКОЛАЕВА.