Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кавалсем кахаллипе тутарсем пулăшаççĕ

o Ĕççи-2004

Кавалсем кахаллипе тутарсем пулăшаççĕ

Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсенче хĕрỹ ĕççи пырать. Çапла пулмасăр. Паян Турă панă ăшă, хĕвеллĕ çанталăкпа усă курса юлаймарăмăр пулсан, каламасăрах паллă, çитĕнтернĕ тыр-пул сая каять. Пирĕн пурин те сап-сарă çитĕннĕ тыр-пула пĕр тăкаксăр пухса кĕртесчĕ, пĕр ылтăн пучах та выртса ан юлтăр тесе пур вăй-хал çитнĕ таран тăрăшмалла.

Акă, тунтикун, эпĕ "Ковали" хуçалăхăн ĕç-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе ирхи автобус çине ларса Кавал ялне çул тытрăм. Ялти тăнкăр-танкăр çул йăлт ывăнтарчĕ: тинĕсри çил-тăвăл кимĕне силленĕ евĕр унталла-кунталла сулăнать автобус. Ара, калаçу кун пирки мар-ха.

Палăртнă хуçалăхра пурĕ 1621 гектар çĕр шутланса тăрать, вĕсенчен 160 гектарне акса хăварнă: 67 гектар урпа, 93 - тулă, 458 гектар çинче люцерна çитĕнет. 50 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă. Ытти уйсенче вара этем çỹллĕш хыт-хура ярса илнĕ. Чăн-чăн вăрман евĕр кашласа ларать. Ку вара чăннипех те чуна ыраттаракан тата пăшăрхантаракан сăн ỹкерчĕк. Вырмана та "Ковали" хуçалăх районти ытти хуçалăхсенчен кая юлса тухнă. Сăлтавĕ мĕнре е камра тесе ыйтсан, хуçалăх пуçлăхĕ И.Таратин техника çителĕксĕрри тата ĕçлеме пултаракан çынсем çукки пирки ăнлантарчĕ. Палăртса хăвармалла: хуçалăхра икĕ "Нива" комбайн, 11 трактор. Ку хуçалăхра ĕçлекен çынсем, тĕслĕхрен, улăм купаламалли тракторпа ĕçлекен М.Иванов, комбайнпа тăрăшакан А.Ашмарин, И.Рожков тракторист хăйсен яваплăхне туймаççĕ, ылтăн тыр-пула вăхăтра тата пĕр тăкаксăр пухса кĕртессишĕн тăрăшманни куç кĕрет. Кавалсем пурлă-çуклă çăкăра паянхи ăшă, лайăх, хĕвеллĕ çанталăкпа усă курса пуçтарса илеймерĕç пулсан, часах, ак, сисмĕпĕр те, шурă юр хупласа кайĕ. Çакна манас марччĕ, Кавалсем. Вăхăт хăйĕннех илет. Каю юлсан вара каю шăтать.

Паянхи кун "Ковали" хуçалăх уй-хирĕнче урпа выраççĕ. Уйра пĕр комбайн ĕçлет. Урпана выракансем - тутарсем. Улăмне тюклакансем вара - Кившулхансем. Ирĕксĕрех шутлатăн: нивушлĕ вара Кавал çыннисем юрăхсăра тухнă, уй-хирсенче хĕрỹ ĕççи пынă вăхăтра юмах юптарса лараççĕ-ши е ... "Газ кĕртме пулăшатпăр, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармалăх утă-улăм паратпăр, укçи-тенкине тỹлетпĕр, анчах темшĕн пирĕн халăх ударлă ĕç вахтине тăрасшăн мар, ирĕксĕрех вара тутарсене чĕнсе илме лекрĕ", - каласа парать "Ковали" хуçалăхăн пуçлăхĕ И.Таратин. Паян хуçалăхăн йĕтемĕнче шкул ачисем вăй хураççĕ, тыр-пула складсене пахалăхлă кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсем: М.Иванова, И.Бормисова, О.Степанова, О.Александрова, О.Леонтьев, Д.Ильин тата ыттисем те.

- Паянхи лару-тăру кунта питĕ йывăр, - пăшăрханса пĕлтерет И.Таратин, - анчах çав вăхăтрах ыранхи куна шанас килет, ку тĕллевпе ял хуçалăхĕ валли çамрăк,ăста кадрсем хатĕрлемелле, вара тин малашлăх уçăмлă пулĕ.

                                                                                     В. ГУРЬЕВА.



25 августа 2004
00:00
Поделиться