Ăс-тăнпа тĕнче курăм анлăланать
o Вĕрентỹ
Ăс-тăнпа тĕнче курăм анлăланать
Çуллахи шăрăх кунсем сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç. Çанталăк кĕр енне сулăнчĕ. 2004-2005 çулсенчи çĕнĕ вĕренỹ çулне çитсе те тăтăмăр. Çуллахи каникулта усăллă каннă, сывлăхĕсене çирĕплетнĕ ачасем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе хут-кăранташ, çĕнĕ кĕпе-тумтир туянса ыранхи куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вĕсемсĕр пуçне ача садĕнчи ĕнерхи шăпăрлансем пуçласа пĕрремĕш класа каяççĕ. Кашниншĕнех ку чи хаваслă та хумхануллă самант.
Паян экономикăри, медицинăри, культурăри тата ытти отрасльсенчи лару-тăру тỹрремĕнех шкул саккинче илнĕ пĕлỹ пахалăхĕнчен килет. Çапла ачан тĕрĕс çул суйласа илсе малашлăхри çутă тĕллевсене пурнăçламашкăн пур енлĕ аталанмалла: информаци технологийĕсене алла илмелле, акăлчан чĕлхипе уçăмлă калаçма пĕлмелле тата ытти те. Аталану вара мĕнре? Кашни ачан пур енлĕ аталанăвĕ шкулта туса панă условисенчен килет. Хăшĕ-пĕри ялта çуралса ỹснĕшĕн ỹкĕнме, кулянма пултарĕ. Анчах хальхи самана урăхла. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: "...ялти обществăлла инфраструктурăна çĕнетме, урăхла каласан-ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, иртнĕ çул кăна 2 миллиард тенкĕ ытла хывнă. Çакă 2002 çултинчен 2 хут нумайрах. Социаллă пысăк проектсене пурнăçланă:..., шкулсем валли тата 82 автобус туяннă, чăваш шкулĕсене компьютерсемпе тивĕçтересси Раççейри вăтам кăтартуран икĕ хут пысăкрах, 33 библиотека уçнă", - тенĕ.
Çирĕп сывлăхлă, тарăн пĕлỹ илнĕ, ăс-хакăл енчен пуян çамрăк - Чăваш Ен çитĕнĕвĕ. Çак идеологине çирĕп тытса, пăхăнса пырсан кăна ыранхи малашлăхшăн пăшăрханмасăр лăпкă, канлĕхлĕ пулма пултаратпăр.
Кашни яллă вырăнта пурăнакан ача тарăн та пахалăхлă пĕлỹ илтĕр, шкул вĕренсе тухсан хулари çамрăксем хушшинче конкуренци тỹсме пултартăр, пурнăçăн анлă та сулмаклă çулĕпе утмашкăн ăслă-тăнлă, пур енлĕ аталанса çитĕннĕ çын пултăр тесе вĕрентỹ учрежденийĕсене 2005 çулчченхи тапхăрта реструктуризацилемелли районти Программа мĕнле пурнăçланса пынипе паллашма пулать.
Ку Программăпа килĕшỹллĕн районта пурĕ 6 базăллă вĕрентỹ учрежденийĕсем: Вăрмарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Аслă Чакри, Мăнçырмари, Кавалти, Энĕшпуçĕнчи вăтам пĕлỹ паракан шкулсем. Базăллă шкулсене ачасене "Шкул автобусĕ" Программăпа килĕшỹллĕн республика уйăрса панă автобуссемпе турттараççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Шкул автобусĕ" Программăна пурнăçласа ачасене базăллă шкулсене турттармашкăн 2002 çулта - 4, 2003-мĕшĕнче - 2 автобус уйăрса панă. Кăçал Кĕлкешри вăтам пĕлỹ паракан шкула та автобус çитмелле. 2003-2004 çулсенче пурĕ 12 маршрут çĕнĕрен уçăлнă.
Вăрмарти 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам пĕлỹ паракан шкулсем çумĕнче аслă вĕренỹ умĕнхи хатĕрленỹ Центрĕ вырнаçнă. 2003-2004 вĕренỹ çулĕсенче унта районти 10-11-мĕш классенчи 127 вĕренекен пĕлỹ пухнă. Шкулта педклассем йĕркелесе ĕçлени те 10 çула çитрĕ. 9-мĕш класри 93 вĕренекен профильлĕ вĕрентỹ умĕнхи пĕтĕм Раççейри эксперимента хутшăнать. Чăваш шкулĕсене компьютерсемпе, Интернетпа, спутник антеннисемпе тивĕçтерни паян çĕнĕлĕх мар.
Вĕрентỹ системине тухăçлă ĕçлеттерес тĕллевпе пирĕн регион утăм хыççăн утăм туса малалла талпăнать. Паян Чăваш Республикинче "Вĕрентỹ системине реформăласси" проект пурнăçа кĕрсе пырать. ЧР Министрсен Кабинечĕн 99-мĕш номерлĕ Постановленийĕпе килĕшỹллĕн проектăн тĕп тапхăрĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн 27 базăллă ялти шкулсене çирĕплетнĕ. Ку списока пирĕн районти Мăнçырмари базăллă вăтам пĕлỹ паракан шкул кĕрет. Ку проектпа килĕшỹллĕн 2004 çулхи январь уйăхĕнчен шкул укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен - ирĕклĕ вĕрентỹ учрежденийĕ. Унсăр пуçне шкул çĕнĕ сĕтел-пуканпа, оборудованипе, кабинетсемпе, спорт инвентарĕсемпе пуянланнă. Çавăн пекех компьютерсемпе те тивĕçтереççĕ, ачасене турттарма çĕнĕ автобус уйăраççĕ тата ытти те.
Пĕтĕмĕшле каласан, вĕрентỹ системинчи çĕнĕлĕхсем кашни ачана ăс-тăнĕпе, тĕнчекурăмĕпе пуян çитĕнме, аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ палăрмаллах ỹсме майсем туса параççĕ. Ку вара, ман шутпа, пуласлăха пысăк шанчăкпа кĕме май парать.
В. ГУРЬЕВА.