МАЛАШЛĂХА ĔНЕНСЕ
o Вăрмар Ен: ĕнер, паян, ыран
МАЛАШЛĂХА ĔНЕНСЕ
ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн районта газ кĕртесси çĕнĕ шая çĕкленсе вăй илсе пырать. Çапла пулмасăр, цивилизаци чи малтан лайăх çул-йĕртен, газран пуçланать. Ку вара хулапа ял пĕрпекленме пуçланнине пĕлтерет.
"Чувашсетьгазăн" "Урмарыгаз" филиалĕн коллективĕ халăха, хуçалăхсемпе промышленность предприятийĕсене çут çанталăк газĕ кĕртсе тата парса тăрассипе ĕçлет. "Кăвак çулăма" вĕсем халăх патне пăрăх тăрăх та, баллонпа та илсе çитереççĕ. Пурте питĕ яваплă. 53 çынран пĕрлешсе тĕвĕленнĕ коллектив туслăн, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурать. Туслăха пулах пулĕ вĕсен ĕçĕ те ăнать, пĕр пушă вăхăт та çук. Çакна эпĕ вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки ыйтса пĕлме директор пỹлĕмне кĕрсен те туйса илтĕм. Пĕр бригадин ялта газ пăрăхĕсене сыпăнтарса пĕтермелле, теприсен тепĕр ялта "кăвак çулăма" ялкăштарма кĕç-вĕç тытăнмалла, виççĕмĕшĕсем патне предприятинчи производство цехĕнче туса кăларнă хатĕр продукцие туянма килнĕ. Пурин ыйтăвне те тивĕçтермелле. Производство цехĕ тенĕрен предприяти территорийĕнче вăл 2003 çул вĕçĕнче ĕçлеме тытăннă. Унта халĕ икĕ токарь тата тепĕр икĕ слесарь вăй хураççĕ. В.Львов, А.Васильев, В.Дмитриев, В.Матвеев ку ĕçре ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. В.Матвеев вара предприятире чылай çулсем вăй хурать. Унăн ĕçĕ пархатарлă. Хĕллехи кунсенче 6 çын ĕçлет. Кунта газ кĕртнĕ çĕрте кирлĕ пулакан ĕç хатĕрĕсене туса кăларса халăх валли предприяти магазинĕнче сутаççĕ тата "Чувашсетьгазăн" ытти филиалĕсене ăсатаççĕ. Кирлĕ пулсан, юнашар республикăрисем те туянма пултараççĕ. Çавăн пекех кунта уйрăм кил-хуçалăхĕсенче пахчара ĕçлеме çĕр улми кăпкалатмалли хатĕр те туса хатĕрлеççĕ. "Ỹркенмен ăста пулнă", - тенĕ мĕн ĕлĕкрен ваттисем. Çак сăмахсем "Урмарыгаз" ĕçченĕсене пырса тивеççĕ те ĕнтĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем 2003 çулхи ĕç итогĕсемпе "Чувашсетьгазăн" 14 филиалĕ хушшинче 2-мĕш вырăна тухма пултарнă. Кăçал та малтисен шутнех кĕрес тесе тăрăшаççĕ.
Ĕçпе спорт та юнашарах кунта. "ЧР Президенчĕ 2004 çула "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ" тесе пĕлтерни те спорта аталантарма пулăшрĕ пулĕ. Кăçал эпир халичченхи çулсемпе танлаштарсан спорт мероприятисене ытларах та ытларах ирттеретпĕр. Пурне те питĕ интереслĕ, хаваспах хутшăнаççĕ", - тет предприятинче спорта обществăлла майпа ертсе паракан А.Васильев экономист. Хĕллехи кунсенче йĕлтĕрпе чупасси вăйлă аталаннă. Предприяти администрацийĕ йĕлтĕр те туянса панă. Камăн канмалли кунсенче уя тухса ярăнас килет, йĕлтĕрсене киле те илсе кайма пултараççĕ. Волейбол вăййине ытларах Ю.Тимофеев, А.Романов, С.Максимов килĕштереççĕ. Çăмăл атлетикăна юратакансем те пур. Сывă пурнăç йĕркине коллектив çирĕп тытса пырать. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан палăрмаллах улшăнусем пур. Çулталăкра темиçе хут та Шупашкара кайса филиалсем хушшинче тĕрлĕ енĕпе спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ. Унта "Урмарыгаз" филиалĕн ĕçченĕсем хутшăнса пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннă.
Ĕçĕ курăмлă, спортпа та туслă. Акă ăçтан пуçланать çитĕнỹ. Хастарлăх, пур кăмăлтан ĕçе килесси предприятири хăтлăхран та килет пулĕ. Филиалăн çуртĕнче тата территорийĕнче тирпей-илем хуçаланать, çуллахи кун пушшех те. Çурт умĕнче, пахчара та йĕри-тавра чечексем, сип-симĕс курăк, йывăçсем. Усăсăр выртакан пĕр çĕр лаптăкĕ те çук. Çул хĕрринчи хыт-хурасене те çулсах тăраççĕ. Юхăнса ларнă малтанхи мелиораци çурчĕ илемлĕн курăнать. Газ хуçалăхĕн ĕçченĕсен тăрăшулăхĕ палăрать. Тунă çитĕнỹсемпе лăпланса лармаççĕ коллективра, малашлăха шанса, ĕненсе ĕçлеççĕ.
А. НИКОЛАЕВА.