Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации района с Днем знаний

Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!
Хаклă ачасем, ашшĕ-амăшĕсем!
 
 
 
Вăрмар район администрацийĕ сире Пĕлỹ кунĕпе - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа чĕререн саламлать.
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ пирки çулталăкри чи пĕлтерĕшлĕ уяв тесех калас килет. Мĕншĕн тесен паянхи кашни кун улшăнса тăракан пурнăçра пĕлỹ пек шанчăклă пурлăх, хакне нихăçан та çухатман пуянлăх урăх çук.
Пĕлỹ никĕсĕ вара шкулта хывăнать. Шкул ачи пурнăçри пахалăхсене мĕнле хаклама вĕренесси малтанхи учительтен, унтан ытти вĕрентекенсенчен, вĕсен педагог-воспитатель пултарулăхĕнчен, паянхи-ыранхи пурнăç ыйтăвĕсене курса ĕçлеме пĕлнинчен, коллективри лару-тăруран нумай килет. Пирĕн шанчăксене пурнăçа кĕртме, çĕр-шыв пуласлăхне тивĕçтерме вара ку чухнехи тата тарăн пĕлỹ илнĕ çынсем кăна пултараççĕ.
Пирĕн вĕрентекенсем яланхи пекех ĕçре ăста пулнипе, хăйсен ĕçне тата тивĕçне чĕререн юратнипе пиншер вĕренекене хавхалантараççĕ, вĕсене пĕлỹ патне ăнтăлма вĕрентеççĕ, ачасене тата çамрăксене ăса, ырра хăнăхтараççĕ. Çакăншăн педагогсене чĕререн тав тăватпăр.
Çав вăхăтрах çак паллă сферăра татса паман ыйтусем нумай пулнине те эпир лайăх ăнланатпăр. Ку вăл вĕрентекенсен ĕç укçи пĕчĕк пулни, педагогсене, вĕренекенсене методика литературипе, учебниксемпе тивĕçтерес, вĕсен канăвне, сиплессине йĕркелес ĕçри йывăрлăхсем те, нумай ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене вĕрентме тата воспитани пама укçа-тенкĕ çитменни те. Анчах та пирĕн çакна шанса тăмалла: çак йывăрлăхсем вăхăтлăха кăна, пĕрлехи вăйпа эпир вĕсене çĕнтеретпĕрех.
Паянхи пурнăçра вĕрентỹпе воспитани парас ĕçе йĕркелессси çине уйрăмах тимлĕ пăхмалла. Тĕп вырăнта культура, урăхла каласан, ачасене тата çамрăксене вĕсен шухăшлавне, кăмăл сипетлĕхне, ăс-хакăла, ĕçе юратассине тата хисепленине, çынна юратнине, патриотизмла хăнăхтарасси пулмалла.
Çак паллă кун сире пурне те - вĕрентекенсене тата вĕренекенсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, ашшĕ-амăшĕсене çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата вĕренỹре ăнăçу, çепĕç кăмăллă пулма, ырă пуласлăха шанма сунатпăр.
 
 
              Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ                             А.И. Егоров



31 августа 2004
00:00
Поделиться