Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă çыннăмăра халалланă стенд

Ырă çыннăмăра халалланă стенд
 
        Паттăр янташăмăр, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ А.Г.Николаев космонавт летчик чăваш халăхĕнчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайни пирĕншĕн, Мăнçырма шкулĕнче ĕçлекенсемшĕн те, кунта вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсемшĕн те калама çук пысăк хуйхă пулчĕ. Сывă пулнă пулсан кăçал унăн 75 çулхи юбилейне паллă тумаллаччĕ. Мĕн тăвăн - пурнăçăн хăйĕн саккунĕ.
А.Николаевпа эпир чăннипех те мухтанатпăр. Чăваш каччин паттăрлăхĕ шкул ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх, малашне те çаплах пуласса шанас килет. Унăн ячĕпе уçнă музейра чăвашра пулса курман çын çук та пулĕ. Андриян Григорьевичпа мухтанса, унăн паттăрлăхĕпе хăюлăхне ĕмĕр-ĕмĕрех асра тытас тĕллевпе тата вăл çуралнăранпа 75 çул çитнĕ тĕле эпир шкулта ятарлă стенд хатĕрлерĕмĕр. Ку вăл пирĕн аса илĕвĕн пĕр пĕчĕк пайĕ кăна. Эпир ăна хамăр ĕçпе тата вĕренỹпе палăртасшăн.
 
 
 
А. АРХИПОВА,
Мăнçырма шкулĕн
библиотекарĕ.


04 сентября 2004
00:00
Поделиться