Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мускаври тĕл пулу

 Аса илỹ
Мускаври тĕл пулу
 
           1990-мĕш çулсенче мана район Совечĕн председателĕнче ĕçлеме тỹр килчĕ. РСФСР халăх депутатне суйламалли тапхăр пуçлансан пирĕн района депутата суйлама тăратнă кандидат А.Г. Николаев космонавт килсе çитрĕ. Чылай хуçалăхсене çитсе куртăмăр унпа. Арапуçĕнче суйлавçăсемпе ирттернĕ тĕл пулу халĕ те асрах-ха. А.Г. Николаев космонавт летчик хăйне РСФСР халăх депутатне суйлама кандидата тăратнăшăн Арапуçсене тав турĕ, хăйĕн суйлав умĕнхи платформипе паллаштарчĕ. Космоса мирлĕ ĕçре кăна усă курмалли çинчен ăнлантарса пачĕ. Хăй те ялта çуралса ỹснĕ май, ял çыннисен пурнăçне лайăх ăнланать, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн мĕн пур вăй-хала парса ĕçлеме шантарчĕ.
Çавăн пек тĕл пулусем районти чылай хуçалăхсенче, предприятисемпе организацисенче тата шкулсенче пулса иртрĕç. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне пур çĕрте те ăшшăн кĕтсе илчĕç, ăна нумай ыйтусем пачĕç. Вăл вара пурин çине те ăнланмалла тивĕçтерчĕ.
Депутата суйласан та А.Николаев космонавт суйлавçăсемпе тĕл пулма района тăтăшах килсе çỹретчĕ, наказсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа паратчĕ.
Мускавра Çăлтăр хулара Андриян Григорьевичпа ирттернĕ тĕл пулу халĕ те асран тухмасть. Çĕршывăн тĕп хулине эпĕ канма кайнăччĕ. Вăл вăхăтра Космонавтика кунне халалласа "Гагарин вулавĕсем" ирттеретчĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе А.Ивановпа пĕрле эпир хамăр янташпа Андриян Григорьевич Николаевпа тĕл пулма ун патне кайрăмăр. Вăл пире тарават, ăшшăн кĕтсе илчĕ. Часах ытти космонавтсем те пуçтарăнчĕç. Пире совет космонавчĕсем космосра тунă çитĕнỹсемпе, малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕç, алă пуснă буклетсем парнелерĕç.
Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ ĕнтĕ. Анчах пурнăç темĕн чухлĕ малалла шусан та асра юлнă çав самантсем пирĕн чĕрере юлчĕç.
Питех те шел, Андриян Григорьевич пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Хăйĕн 75 çулхи юбилейне кĕтсе илеймерĕ.
Вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те унăн сумлă та пархатарлă ĕçĕ пирĕн асăмран нихăçан та тухас çук.
 
 
 
                                                                 А. ЕФРЕМОВ,
                                                        почтамт начальникĕ.


04 сентября 2004
00:00
Поделиться