Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрле пулсан - эпир вăйлă

o Ыран - Нефтьпе газ промышленноçĕнче ĕçлекенсен кунĕ

Пĕрле пулсан - эпир вăйлă

Кăмăл туртăмĕпе ĕçлекен çын савăнăç кỹрет. Телее, савăнăçа пĕччен çĕнсе илме çук. Ĕçри çитĕнỹ те çавăн пекех.

53 çынран çирĕпленсе тĕвĕленнĕ пирĕн коллектив. "Пĕрле пулсан - эпир вăйлă", - тесе калас килет вĕсем çинчен. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Мĕншĕн тесен вĕсем маншăн - пысăк тĕрек. Çак коллективпа вăй хурса, малашлăха тĕллев лартса ĕçлетпĕр те ĕнтĕ эпир. Пирĕн тĕп тĕллев - пĕр татăксăр, инкек-синкексĕр халăх патне газ илсе çитересси. Унсăр пуçне строительство ĕçĕсене пурнăçласа предприятин экономикине кунран-кун тĕреклетсе пырасси. Экономика ĕçчен те пултаруллă, харпăр-хăй яваплăхне туйса вăй хуракансенчен нумай килет. Пур япала та шута юратать. Ку ĕçе нумай çулсем ĕнтĕ Н.Евгеньева тĕп бухгалтер ертсе пырать. Г.Иванова кассирăн ĕçĕ те пархатарлă. Складсен заведующийĕ М.Кузьмина пĕр япалана та шута илмесĕр предприятинчен кăларса та ямасть, илсе те килмест. Хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пырать. Пирĕн ĕç шăратса çыпăçтарассипе те çыхăннă. Кунта А.Кузьмин, Е.Васильева, А.Григорьев, В.Гаврилов, А.Николаев, Н.Павлов газоэлектросварщиксем çав тери тăрăшуллă. Строительствăпа монтаж участокĕнчи В.Эверсков, Б.Филиппов, С.Максимов, В.Игнатьев слесарьсене те ырăпа аса илсе хăвармалла. Газ приборĕсемпе пăрăхсен юсавлăхне В.Михайлов, В.Федоров, А.Васильев пăхса тăраççĕ. Çулталăкра район халăхне 22 миллион кубла метр пăрăхсемпе газ илсе çитеретпĕр. Вĕсенчен 28 проценчĕпе предприятисемпе организацисем усă кураççĕ. Çăкăр, сĕт-çу завочĕсем, "ГиФ" хупă акционерлă общество продукци туса кăларнă çĕрте "кăвак çулăмпа" усă кураççĕ.. Ытти ăшăтма кăна каять. Çавăн пекех çулталăкра 380 тонна шĕвĕ газ турттаратпăр. Унпа 4500 çемье усă курать. Ăна А.Корниловпа А.Васильев водительсем турттарса халăха сутаççĕ.

Кашни ĕçĕн хăйĕн кăткăслăхĕ. Газ вара халăхран та, ĕçлекенсенчен те ытларах тимлĕх ыйтать. Çавна шута илсех ĕнтĕ пирĕн аварипе диспетчер служби кунĕн-çĕрĕн сыхă тăрать. Инкек таврашĕ килсе тухсан 04 номерпе шăнкăравламалла. Унта 4 диспетчерпа 4 слесарь улшăнса ĕçлеççĕ. Вĕсенчен М.Матвеев диспетчерпа В.Павлов слесаре ырăпа палăртса хăвармалла. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕпе килĕшỹллĕн кăçал районта газ пăрăхĕсем 91 километртан кая мар хумалла, 2200 киле "кăвак çулăм" кĕртмелле. Паянхи куна газпа усă куракан абонентсем - 5862. Газ кĕртес ĕç районта вăй илсех пырать. Кивĕ Вĕренерпе Тикаш ялĕсенче çĕр айĕнчи пысăк пусăмлă пăрăхсене хурса пĕтернĕ. Ытти тĕрлĕ ĕçсене пурнăçламалли юлнă. Кĕçех газ кунта та çитмелле. Акă, иртнĕ кунсенче Ямпай ялĕнчи 6 кил хуçалăхĕ çут çанталăк газĕпе усă курма тытăнчĕ. Çитес вăхăтрах Пысăк Енккасси, Çитмĕш, Кĕлкеш ялĕсене тата Вăрмар поселокĕнчи çĕнĕ, Вокзальнăй, Энергетиксен урамĕсене те çак ырлăх килĕ.

Кивĕ Вăрмар ялĕнчи çĕнĕ урамсене, Атайкасси, Хĕрлĕçыр ялĕсене газ кĕртме тытăнмалла.

Автомашинăсене газпа заправка тăвакан станци те уçма палартнă.

Ĕç калăпăшĕ пысăк, тем те туса ĕлкĕрмелле. Çавна шута илсе çуллахи каникул вăхăтĕнче çул çитмен 31 ачана хамăр предприятинче ĕçлеттертĕмĕр. Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар, Çĕнĕ Мăнтăр, Шăплат, Энĕшпуç, Кĕтеснер ялĕсенче вăй хучĕç çамрăксем. "Ĕçне кура - хисепĕ", - тенĕ ĕлĕкхи çын. Эпир те вĕсем лайăх ĕçленине шута илсе, 10 ачана çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа Хисеп грамотисемпе парнесем патăмăр. Çавăн пекех ĕçсĕр тăрса юлнă 2 çыннăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме пултартăмăр.

Малашлăх плансем çав тери пысăк. Тупăшлă ĕçлесе предприяти экономикине пуянлатмалла. Мул вăл ĕçлемесĕр пухăнмасть, ăна пурте пĕлеççĕ.

Пысăк вăй вара - хамăрта.

Газ хуçалăхĕнче ĕçлекен мĕн пур ĕçченсене, ветерансене, пирĕнпе пĕрле тачă çыхăнса вăй хуракансене нефтьпе газ промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕпе саламлатăп. Çемьере телей, ырлăх-сывлăх, ăнăçу, ĕçре çитĕнỹсем сунатăп.

А. ВАСИЛЬЕВ,

предприяти директорĕ.



04 сентября 2004
00:00
Поделиться