Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Андриян тус-юлташĕсем -Шупашкарта

Андриян тус-юлташĕсем -Шупашкарта
 
Эрнекун Шупашкара, А.Г.Николаев космонавт çуралнăранпа 75 çул тултарнă ятпа иртекен асăну каçне хутшăнма, Мускавран пирĕн чаплă янташпа пĕр вăхăтрах Уçлăхра вĕçнĕ СССР космонавт летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Павел Попович, янташăмăр - РФ космонавт летчикĕ, Раççей Геройĕ Николай Бударин, Раççей Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Талгат Мусабаев космонавт, çавăн пекех "Тăван çĕршыв паттăрĕсем" издательство директорĕ Владимир Шмундяк, Оборонăпа право йĕркин хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен академи президенчĕ Виктор Шевченко, ытти хăнасем килсе çитнĕ. Вĕсене аэропортра ЧР Президенчĕн Администраци пуçлăхĕ Петр Краснов, ЧР Ĕçлев, социаллă тата демографи политикин министрĕ Валерий Андреев кĕтсе илнĕ.
...Вăхăт хăвăрт иртет. Шупашкарти Правительство çуртĕнче пулнă хыççăн хисеплĕ хăнасем Андриян Николаева сума суса тĕп хулара лартнă палăк умне чечек çыххисем хунă, 35-мĕш ача садне çỹрекенсемпе асăнмалăх сăн ỹкерттернĕ. Эх, савăнчĕ те ача-пăча!
Çул - Шуршăла. Кортеж вун икĕ сехет тĕлне çитнĕ космонавтăн çуралнă ялне. Музей умĕнче П.Поповичпа Н.Бударина тата Т.Мусабаева Сĕнтĕрвăрри районĕн тата А.Николаев ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕн пуçлăхĕсем Њку хуçалăха халĕ космонавтăн çывăх тăванĕ Н.Николаев ертсе пыратьЌ, Шуршăлсемпе çывăх ялсенчен тата кỹршĕ районсенчен пухăннисем, вырăнти шкулта пĕлỹ илекенсем, вĕрентекенсем ăшпиллĕн, алă çупса кĕтсе илнĕ. Хăнасен делегацийĕ чи малтан Андриян Григорьевичăн вил тăприйĕ патне çул тытнă. Музей çурчĕ çумĕнчи скверта вăл. Йĕри-таврах - ешĕл йывăçсем тата чечек кăшăлĕсем... Хаклă ĕçтешне асăнса пĕр вăхăт шăпăрт тăнă космонавтсем. Чечек карçинккине вил тăпри çумне лартнă чухне çеç Павел Романович пăлханчăк сасăпа: "Лăпкă çывăр, тусăм, тăпру çăмăл пултăр..." - тенĕ те пуçне тайнă. Кун хыççăн космонавтсемпе шкул ачисем манăçми Андрияна асăнса чăрăш лартнă.
Космонавтика музейĕн тĕлĕнмелле пуян экспозицийĕпе хăнасене унăн директорĕ Елена Николаева паллаштарнă. Çакăн хыççăн космонавтсем вырăнти шкулта йĕркеленĕ "Çамрăк космонавтсем" ушкăнри çамрăксемпе курнăçса калаçнă, вĕсен Њçавăн пекех - журналистсенЌ ыйтăвĕсене хуравланă. Андриян Григорьевичпа пĕрле ирттернĕ çулсене аса илнĕ. Музей комплексĕпе паллашсассăн хăнасем çĕнĕрен тĕп хулана çул тытнă. Шупашкарта "Байконур" микрорайон çинчен вулакансем, тен, илтнĕ те пулĕ. Байконурта хĕсметре тăнă е ĕçленĕ ветерансем валли пурăнмалли çуртсем тăвать строительсен пĕрлĕхĕ. Унăн ĕçне Космонавтикăна пулăшакан "Байконур-Шупашкар" ассоциаци Њпрезиденчĕ - Валериан ТихоновЌ йĕркелесе пырать. Королев академик ячĕллĕ урамра 85 хваттерлĕ капмар çурт ỹссе ларнă. "Эппин, микрорайонăн пуласлăхĕ пур. Ăна паян уçас тенипе килĕшетĕп, - тенĕ савăнăçлă тĕл пулура П.Попович. - Пурне те ăнăçу сунатăп. Валериан Петровича вара ăна Королев ячĕллĕ медальпе наградăланă ятпа саламлатăп..." Микрорайона уçса хăю каснă хăнасем, "Байконура" сăвапласа Шуршăлти Георгий атте кĕлĕ вуланă...
...Каярах хăнасем Чăваш педуниверситечĕн коллективĕпе тĕл пулнă, Чăваш академи драма театрĕнче иртнĕ асăну каçне хутшăннă.
 
Н.Васильев


08 сентября 2004
00:00
Поделиться