Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Библиотекăсенче - курав

Библиотекăсенче - курав
 
Чăвашсен мухтавлă ывăлĕ - Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Григорьевич Николаев 75 çул тултарнине халалласа республикăри мĕн пур модельлĕ библиотекăсенче "Шуршăл - тĕнче уçлăхĕ - Шуршăл" ятлă пĕрлĕхлĕ Интернет-акци иртнĕ.
Районти модельлĕ библиотекăра та чăваш халăхĕн паттăрĕ 75 çул тултарнă тĕле хатĕрленĕ "Шуршăл - тĕнче уçлăхĕ - Шуршăл" ятлă электронлă Интернет проект презентацине активлă ирттернĕ. Вăрмарти вăтам шкулти 9 "д", 8 "е", 8 "г" классен ачисемпе Њпурĕ 89 вĕренекенЌ вĕсен класс руководителĕсем хутшăннă. Мероприятие районти тĕп модельлĕ библиотека ĕçченĕсем - С.Щербаковапа О.Васильева ертсе пынă. Çак куна ятарласа летчик космонавта А.Г.Николаева халалласа "Çăлтăрсем хушшинчи пурнăç" кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Унсăр пуçне тĕнче уçлăхĕн паттăрĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе анлăрах паллашас, тĕпчесе пĕлес текенсем валли библиотекарьсем ятарласа "Çăлтăрсем патне хывнă çул" ятлă буклет хатĕрленĕ, вĕренекенсене салатса панă.
Ачасем пирĕн паллă янташăмăрăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе, унăн вĕçевĕсемпе паллашма хавас пулни лайăх курăнчĕ. Хăшĕ-пĕрисем "Çăлтăрсем хушшинчи пурнăç" куравăн кĕнекисемпе паллашрĕç, хаçат-журналсем çинчи материалсемпе кăсăкланчĕç, теприсем С.Щербаковапа О.Васильева библиотекарьсем тĕплĕн ăнлантаракан компьютер çинчи материалсене тимлĕн итлерĕç, виççĕмĕшĕсем вара "Раççей космосра" ятлă видеофильм курчĕç.
Чăвашсен мухтавлă паттăрне - А.Г.Николаев летчик космонавт 75 çул тултарнине халалласа Кивĕ Вăрмарти модельлĕ библиотекăра "Нихăçан манăçми Андриянăмăр" Њвĕрентекенсемпе 2-7 класри ачасем хутшăннăЌ, Чулкасра - "Тĕнче уçлăхне хывнă çул" Њял администрацин ĕçченĕсемпе культура работникĕсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем - пурĕ 132 çын, Пысăк Енккассинче - "Чăваш кăйкăрĕ" Њ3, 5, 7, 8 классен вĕренекенĕсем хушшинче - пурĕ 45 çын куравсем иртнĕ.
 
В. Петрова.



08 сентября 2004
00:00
Поделиться