Космонавта халалланă чупу
Космонавта халалланă чупу
Тĕнче уçлăхĕн паттăрне - А.Г.Николаев летчик космонавт 75 çул тултарнине халалласа кăçалхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче республикăра çăмăл атлетсен виçĕ куна пыракан кросĕ пуçланнă. Чупу пĕр вăхăтрах 5 маршрутпа иртнĕ.
Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Тăвайпа Вăрмар районĕсен чиккинче 16 сехетре Тăвайĕнчи çăмăл атлетсен делегацине Вăрмарсем кĕтсе илсе эстафета йышăннă. Унта райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин представителĕ В.Васильев, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Бойков, Вăрмарти А.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, вĕрентỹ пайĕн методисчĕ З.Пуклакова, спорт ветеранĕ Н.Михайлов хутшăннă. Кĕтеснерти вăтам тата Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен ачисем Вăрмар районĕн чиккинче старт илнĕ. Вĕсем Мăнçырма шкулĕнче вĕренекенсене эстафета панă. Чупура çăмăл атлетикăна кăмăллакан, чупма юратакансем, спорт ветеранĕсем те хутшăннă.
Ара юхан-шыв патĕнче Вăрмар ти спорт шкулĕсен ачисем эстафета йышăннă. Унтан чупакансем район центрĕнчи стадиона çитнĕ. Çăмăл атлетсене ЧР Физкультурăпа спорт министерствин представителĕ В.Васильев, спорт ветеранĕ Н.Михайлов кĕтсе илсе ăшшăн саламланă.
Çав вăхăтрах район центрĕнчи стадионта Вăрмар тата Етĕрне районĕсем хушшинче футбол енĕпе тупăшусем иртнĕ. Чи лайăх 4 вылякана А.Г.Николаев летчик космонавт 75 çул тултарнине халалласа асăнмалăх Хисеп грамотисемпе парнесем парса хавхалантарнă. Каçхине районти культурăпа кану çуртĕнче "Тĕнче уçлăхĕн легендарлă геройĕ" тематикăллă çамрăксен дискотекине ирттернĕ.
Сентябрĕн 3-мĕшĕнче район центрĕнчи площадьре савăнăçлă митинг йĕркеленĕ. Митингра райадминистрацин пуçлăхĕ А.Егоров, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин представителĕ В.Васильев, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Бойков тухса калаçнă. Вăрмар поселокĕнчи спорт ветеранĕ Н.Михайлов чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн, тĕнче уçлăхĕн паттăрĕн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă. Легендарлă летчик космонавта А.Г.Николаева халалланă чупăва хутшăннă çăмăл атлетсене "Физическая культура и спорт в Чувашии" кĕнеке тата асăнмалăх вымпелсем парса чысланă.
Митинг вĕçленсен çамрăк атлетсем малалла тухса вирхĕннĕ. Вĕсем эстафетăна Куславккасене панă.
В. ГУРЬЕВА.