Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пылĕ йỹçĕ ан пултăр

Пылĕ йỹçĕ ан пултăр
 
Пысăк Енккасси утарĕнче районти хурт-хăмăр ăстисен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Семинара "Яниковское" хуçалăх пуçлăхĕ В.Александров, ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Васильев, тĕп специалист-зоотехникĕ О.Васильев, республикăри хурт-хăмăр ăстисен агентствин пуçлăхĕ Г.Максимов тата хуçалăхсенчи утарçăсем, уйрăм кил-хуçалăхра вĕлле хурчĕ тытакансем хутшăнчĕç.
Унта республикăри хурт-хăмăр агентствин пуçлăхĕ Г.Максимов отрасль аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Кашни утарçăна интереслентерекен тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем пачĕ. Кĕркунне хуртсене 2 : 1 е 3 : 2 Њсахăр-шывЌ шайлашупа сироп çитермелле, сироп çине ноземат препарат хутăштарса çитерни иммун системине ỹстерет, вар-хырăм чирĕпе аптрасран сыхлать. Кун пек тусан хуртсем хĕл кунĕнче нозематоз чирĕпе аптрамаççĕ.
Варроатоз чирĕнчен халех, ним тăхтамасăр хуртсене сыватмалла, мĕншĕн тесен варроатоз сăвăсĕн ЊклещЌ ами çак вăхăтра анлă сарăлса ĕрчет. Кун пек чухне варропол, амипол-Т, фумисан, акарасан препаратсемпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ Г.Максимов.
Районта пурĕ 2509 хурт çемйи, çав шутран хуçалăхсен 19 утарĕнче 892 çемье. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан 96 çемье чакни пăшăрхантарать. Пыл пухса илес кăтартусем те çулран-çулах чакса пыраççĕ. Кăçал "Шигали" хуçалăх Њутарçи В.АлександровЌ 11,0 килограмм пыл илме пултарчĕ, ыттисем вĕсенчен сахалтарах.
 
 
 
А. КУДРЯШОВА, хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен районти зоотехник.


08 сентября 2004
00:00
Поделиться