Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тар кăлармасан -халăх шанмасть

Тар кăлармасан _халăх шанмасть
 
Районти хуçалăхсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 97 процент пухса кĕртнĕ. Кашни гектар тухăçĕ вăтамран 17,3 центнер. Паянхи куна тырă йышăнакан пункта ЊэлеватораЌ 600 тоннăна яхăн тырă пырса кĕнĕ. Çав шутран 3 класлă тулă - 200, 4 класли - 167. Ыраш - 138 тонна, пурте 1 класлă. Урпа 87 тонна, сĕлĕ - 3. Ку енĕпе ытларах "Шигали", "Орнарский", "Вознесенское" хуçалăхсемпе "Тегешево" агрофирма пуринчен те активлăрах. Ытти хăш-пĕр хуçалăхсем темшĕн васкамаççĕ. Пире тыр-пула килсе пама шикленмелле мар, кунта пур условисем те çителĕклĕ. Комбайнсем патĕнчен тỹрех турттарса килес пулсан та сортировка витĕр кăларма пултаратпăр. Нỹрлĕхĕ пысăккисене типĕтме УСА-10 тата ЗСПЖ-8 агрегатсем пĕр тикĕссĕн ĕçлеççĕ. Хĕл каçа упрама та майсем пур, пĕр пек температура тытса тăма складсенче вентиляци ĕçлет. Лаборатори ĕçченĕсем вĕсен пахалăхне çỹллĕ шайра тытса тăрассишĕн тимлеççĕ. Пирĕн предприятинче тыр-пул пухса кĕртмелли "Нива" комбайн валли кирлĕ запас пайĕсене те туянма пулать. Заказ парсан мĕн кирлĕ çавна илсе килсе паратпăр. Хуçалăхсенче укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех пулсан, тырă укçипе те саплаштарма пулать. Таварçаврăнăшĕнчи укçан пĕр пайне хуçалăхсемпе тата уйрăм çынсемпе тырăшăн татăлнă çĕре яма тăрăшатпăр. Тырă туянас калăпăша ỹстерсех пыратпăр. Ăна валли ятарлă кредит та илнĕ. Тырă хакĕ, хуçалăхсем хăйсем автомашинăсемпе килсе параççĕ пулсан, тĕслĕхрен, пахалăхлă Њклейковина 25 процентран пысăкрах пулсанЌ пĕр тоннăшăн 4490 тенкĕ тỹлетпĕр, 3 класлишĕнех Њклейковина 23-24 процентЌ - 4160, 4 класлă Њклейковина 20-22 процентЌ - 3720, 4 класлиех Њклейковина 18-19 процентЌ - 3280 тенкĕ, 1 класлă ырашшăн 3060 тенкĕ, фуражлăх Њвыльăх апачлĕхЌ ыраш вара - 2420 тенкĕ. Фуражлăх тулăн хакĕ - 2750, урпа - 1980 тенкĕ. Пирĕн предприяти хуçалăхсене пур енлĕн те пулăшма тăрăшать. Тырă леçме транспорт енчен йывăрлăхсем килсе тухрĕç пулсан, вĕсем пирĕн хатĕр - пĕлтермелле кăна - КамАЗ та, трактор та пур. Хамăр транспортпа кайса илсен хакĕсем те чылай йỹнĕрех. Акă, тĕслĕхрен, тулăн пĕр тонни Њклейковина 25 процентран пысăкраххиЌ - 4290 тенкĕ, клейковина 23-24 процент пулсан - 3960, 4 класлă Њклейковина 20-22 процентЌ - 3520, клейковина 18-19 процентли - 3080, 1 класлă ыраш - 2860, фуражлăх ыраш - 2200, фуражлăх тулă - 2500 тенкĕ. Пире пур хуçалăх та шанма пултарать. Хаксем çирĕп, хамăр та рынок экономики тапхăрĕнчи ĕçе пĕлсе йĕркелеме тăрăшатпăр. Сăмахран, хамăр туса кăларакан продукцине Њтулă кĕрпи, выльăх-чĕрлĕх валли хутăш апатЌ тата илсе килсе сутаканнисене те хаклатса ямастпăр. Тĕслĕхрен, пысăк пахалăхлă шурă çăнăх предприятинчен е пасарти лавккасенчен илес пулсан, пĕр миххи 390 тенкĕрен пуçласа 415 таран, 1 сортли - 365, иккĕмĕш - 310, ыраш çăнăхĕ - 260 тулă хывăхĕ - 60 тенкĕ, хутăш апатăн пĕр килограмĕ - 3 тенкĕ те 75 пус. Хамăр ялсене турттарса парса вырăна çитернĕшĕн пысăк пахалăхли - 410-430 тенкĕ, I сортли - 385, II сортли - 330, ыраш çăнăхĕ - 270, тулă хывăхĕ - 65, хутăш апатăн пĕр килограмĕ 4 тенкĕ тăрать. Çакă вара пасарти çăнăх-кĕрпе хакĕсене пĕр шайра тытса тăма пулăшать. Çăнăх-кĕрпе тата выльăх валли тыр-пултан хатĕрленĕ хутăш апата заявка тăрăх ялсене кайса сутатпăр. Предприятин лавкка та пур. Пысăкрах ялсенче суту-илỹ енĕпе ятарласа уйăрнă çын ĕçлет. Ку, паллах, ял çыннисемшĕн те, пирĕншĕн те питĕ меллĕ. Ял халăхĕ ытларах выльăх апачлĕх хутăша тата çăнăх-кĕрпе таврашне кăмăлласа туянать. Предприяти вăтамран кашни уйăхра 75-80 тонна çăнăх сутать. Çапла вара эпир район халăхĕпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме тăрăшатпăр. Пирĕн малашлăх, экономика аталанăвĕ - халăхра.
 
 
 
В. АЛЕКСАНДРОВ,предприяти директорĕ.



08 сентября 2004
00:00
Поделиться