Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Цивилизаци - газ тата çулсем

o Инфраструктура

Цивилизаци - газ тата çулсем

Вăрмар район тата Кавал ял администрацийĕсем ялта пурăнакан ĕç çыннисен социаллă пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ.

Совет влаçĕ чухне те пĕчĕк ялсене совхоз е колхоз центрĕсемпе асфальт çулпа çыхăнтарма сахал мар тăрăшнă. Акă, пирĕн те Кавал ялĕнчен Вăрмар поселокне асфальт çул сарчĕç. Кивĕ Вĕренер ялне те ун чухнехи ЊИ.Семенов директор тăрăшнипеЌ Кавалтан асфальт çулĕ çитрĕ. Пăвакасси ялне çитме те 1 километр çурă çула асфальтпа витрĕç. Анчах, шел пулин те, ырă ĕç чарăнса ларчĕ. Кăçал вара çак ĕçе çĕнĕрен пуçăннă. Халĕ Пăвакасси ялне кайма татах 1 километр çула чул сарса асфальт витнĕ, ял хĕррине çитернĕ. Çитес кунсенчех Вăрмар поселокĕнчен Пăвакасси ялне автобус чупса ял халăхне савăнтарасса шанас килет. Çул тунă çĕрте Сĕнтĕрвăрринчи çул-йĕр тăвакансем ĕçлеççĕ. Çав тери тăрăшуллă вĕсем.

"Цивилизаци вăл - газ тата лайăх çулсем", - тесе палăртнă ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Пирĕн районта ЧР Президенчĕн Программипе тачă çыхăнса ĕçлесе пыни палăрать. Акă, район администрацийĕ палăртнă тăрăх, пĕчĕк ялсене асфальтлă çулпа район центрĕпе çыхăнтарас ĕç малалла пымалла, Çиçтĕпе тата Чăрăшçырма ялĕсене те çыхăнтармалла. Ку ĕçе вĕçлесен, шкул ачисене Кавал шкулне автобуспа илсе килессине те аванлатĕ. Ял çыннисен пурнăçĕ те çăмăлланĕ.

Кавал ял администрацине кĕрекен ялсене газ кĕртесси те малалла пырать. Кавал ялĕн çурçĕр енчи урамсене газ кĕртнĕ ĕнтĕ, унта пурăнакансем тахçанах газ ырлăхĕпе рехетленеççĕ. Кăçал ялăн кăнтăр енчи урамĕсенче те газ кĕртме пуçланă, пăрăхсем хываççĕ. Ку ĕçе Кавал ялĕнче çак кунсенче вĕçлесшĕн.

Кивĕ Вĕренер ялĕнче те пăрăхсем хурса тухмалла. Унтан - Пăвакасси, Чăрăшçырма ялĕсенче.

Ку ĕçе "Волгогазстройăн" Шупашкарти организацийĕ пурнăçласа пырать. Анчах лайăх ĕçĕн тỹнтер енĕ те пур çав. Кавалти Ленин, Виктор Рзай урамĕсенче пĕлтĕрех пăрăх хума канавсем чавнă, вĕсене халĕ те хупласа çитереймен. Вениамин Туртуш, Комсомольски, Ю.Гагарин, Н.Зарубин урамĕсенче те чылай вăхăт иртрĕ пулсан та, канавсене хупламан. Çуран та, лашапа та, машинăсемпе те çỹреме çук, выльăхсем канава кĕрсе ỹкнĕ тĕслĕхсем те сахал мар. Аван-ха, Турра шĕкĕр, çынсем канава кĕрсе ỹкнĕ тĕслĕхсем çук. Кун пек сăкăлтăксем çынсене кỹрентереççĕ, вĕсен хавас кăмăлĕсене пăсаççĕ.

В. ТУРТУШОВ,

Кавал ялĕ.



11 сентября 2004
00:00
Поделиться