Тасалăх - саншăн та, маншăн та
o Тирпей-илем
Тасалăх - саншăн та, маншăн та
Ăпăр-тапăр, çỹп-çап, ытти кирлĕ-кирлĕ мар япаласем вырăнсăр çапкаланса, сапаланса выртни пурин кăмăлне те пăсать. Тирпей-илем кăмăла çĕклет, ĕçлес хастарлăха ỹстерет. Анчах та тирпей-илеме эсĕ, эпĕ тата ытти те тума тăрăшмасан, кам тирпейлĕ? Кама шанса лармалла?! Харпăр хăй вырăнĕнче пурăнаканăн тавралăха тирпей-илем кĕртме айккинчен килессе кĕтмелле марри паллă ĕнтĕ. Пирĕн районта тирпей-илем кĕртессипе мĕнле ĕçленипе интересленсе çак енĕпе тăрăшакан ятарлă комисси çула тухрĕ. Çапла вара Мăнçырма, Пинер, Энĕшпуç, Пысăк Енккасси, Аслă Чак ял администрацийĕсен территорийĕсенче пултăмăр. Кашни ялтах пĕр ỹкерчĕк. Ял урамĕсем хушшинче вырăнсăр вутă-шанкă, тислĕк купи, строительствăра усă куракан япаласем... Çỹп-çап, таса мар шыв таврашĕсене урама кăларса тăкма та именмеççĕ. Çырма-çатрасенче кашни ялта тенĕ пекех кантăк-ванчăкĕ, тимĕр-тăмăр, хăрăк туратсем, кайăк-кĕшĕк тĕкĕ тата ытти тем те пĕр. Урамсемпе тăкăрлăксенче, çул хĕррисемпе çырмасенче çум курăксем çынран çỹллĕ кашласа ларни пĕрре те илем кỹмест. Çăл куçсем вĕлтĕрен ăшне путни, йĕри-тавра таса мар шыв кỹлленсе тăни - чир-чĕр пуçланассин пĕрремĕш палли. Район администрацийĕ "Таса çăл куç" операци пуçарни те хăш-пĕр ял администрацийĕсенче ĕçлекенсене ниме те пĕлтерменни - куç умĕнчех. Хăш-пĕр фермер хуçалăхĕсем урамсенче хăйсен транспорчĕсене лартса çунтармалли-сĕрмелли материалсене çĕре юхтарса е тăкса варалаççĕ те, вĕсем çумăр шывĕпе çăл куçа, çырмари шыва юхса варалаççĕ. Хамăр сывлăхшăн хамăрах яваплă. Урамсенчи шыв колонкисем те юхăнса лараççĕ. Резина шлангсем лартнине пула вĕсен тарасисем таса мар шывпа тулнă. Ку шыва ĕçсен мĕн пуласси каламасăрах паллă. Ял администрацийсенче ĕçлекенсем хуçалăхсен пуçлăхĕсем çине шанаççĕ, е тепĕр майлă. Пĕр-пĕрин çине йăвантарнипе ĕç пулма пĕлместех, пĕрле вăй хурсан кăна çитменлĕхсене пĕтерме пулĕ. Тирпей-илем пуриншĕн те.
Комисси ял администрацийĕсен территорийĕсене тĕрĕслесе çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă.
В. НИКОЛАЕВ, район администрацийĕн
çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен пай начальникĕ.