Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Террорла пулăмсене хирĕç!

Террорла пулăмсене хирĕç!

Сентябрĕн 1-3-мĕшĕсенче Раççейри Çурçĕр Осетири Беслан хулинче пурăнакансемшĕн Пĕлỹ кунĕпе çыхăннă уяв мар, пысăк, калама çук хăрушă трагеди пулчĕ. 32 террористран тăракан банда Бесланри 1-мĕш шкула тапăнса кĕрсе кашни ашшĕ-амăшĕн пурнăçра чи хаклине - тăван, юратнă ачисене заложнике илсе пусмăрланă, унтан асаплантарса вĕлернĕ. Ку инкек хулари кашни çемьене пырса тивнĕ. Çак çутă тĕнчере мĕн пур пурăнакан Бесланра мĕн пулса иртнине чĕре витĕр кăларчĕ. Чăтма çук йывăр пулăм кашниннех чунне ыраттарчĕ, хурлантарчĕ. Раççей çĕршывĕнчи кашни çынах çылăхсăр пĕчĕк чунсен пурнăçне вăхăтсăр татнă ирсĕр террористсен тапăнăвне сивлет. Хĕç-пăшаллă çынсем хỹтлĕхсĕр ачасене хирĕç тăни тĕлĕнтерет. Çынсăрлăх, ирсĕрлĕх, тискерлĕх, хăрушлăх... çак сăмахсене пĕр чарăнми калама пулать. Анчах... Мĕн чухлĕ нимĕнле айăпа кĕмен çын çут тĕнчепе сыв пуллашса çĕре кĕчĕ. Вĕсен шучĕ кунне темиçе те улшăнать. Чакмасть вăл, ỹссех пырать. Анчах çав-çавах хăйсен ачисемпе çывăх тăванĕсене çак кунсенче шыраса тупма пултарайманнисем вĕсене сыввисен шутĕнче тĕл пулма ĕмĕтленеççĕ, ыррине шанаççĕ, кĕтеççĕ. Раççей Президенчĕ В.Путин кăçалхи сентябрĕн 6-7-мĕшĕсенче Траур кунĕсем пуласса пĕлтернĕ. Юлашки кунсенче мĕн пур ырă шухăш-кăмăллă çын Бесланри трагедие лекнĕ çынсене пулăшас тĕллевпе ырă ĕç тăвать. Çухату кашнин чĕринчех тарăн, нихăçан тỹрленейми суран хăварчĕ.

Эпир, вĕрентекенсем, çак пысăк çухатăва, пысăк хуйхăна хамăр витĕр кăлартăмăр. Ачасемпе ĕçленĕ май, пирĕнтен кашниех вĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн явап тытать. Паянхи самана улшăнса, тискерленсе пыни чуна хумхантарать. Пирĕн ачасем çителĕклĕ таран пĕлỹ, воспитани илччĕр тесе тăрăшмалла кăна мар, вĕсем сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăс-тăнпа вăйлă, кăмăлĕпе ырă, обществăна юрăхлă, тăван çĕршыва аталантарма пултаракан çынсем çитĕнччĕр тесе мĕн пур вăй-хала шеллемесĕр тăрăшмалла. Вĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн сыхă пулмалла. Ман шутпа, ку пирĕн, вĕрентекенсен, чи пĕрремĕш тивĕçсенчен пĕри. Бесланти хăрушă трагеди сыхлăха нумай хут ỹстерме хистет! Террорла хăрушă пулăмсене эпир хирĕç! Çакна çирĕплетсе эпир, Энĕшпуç шкулĕнче вĕрентекенсем, юлашки кунсенче Беслан хулинче пулса иртнине пула хамăр вĕрентỹ учрежденийĕнче мĕн пур классем хушшинче хурлăхлă линейка ирттертĕмĕр, унта айăпа кĕмен чунсене шăплăх минучĕпе асăнтăмăр. Çак темăпах классенче калаçусем ирттертĕмĕр, терроризм пысăк хăрушлăх пулнине ăнлантартăмăр тата ытти те.

П. ЕГОРОВ,

Энĕшпуç шкулĕн директорĕ.



11 сентября 2004
00:00
Поделиться