Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Шырав" операции

"Шырав" операции
Террор сыхлăх ыйтать
 
Пирĕн çĕр çинче хăрушă инкек пулни пурин чунне те питĕ хурлантарчĕ. Раççейĕн Беслан хулинче мĕн пулса иртнине пур халăх та хăйĕн чĕри витĕр кăларчĕ. Хỹтлĕхсĕр ачасене хирĕç хĕç-пăшалпа усă куракан ирсĕрсем мĕнле айкашнине, ача пăчасен асапне телевиденипе курса, радиопа итлесе сивлерĕ мĕн пур халăх.
РФ Президенчĕ В.Путин çак хăрушă пулăма пĕтĕм тĕнчери террор Раççее хирĕç тунă интервенци тесе пĕлтерчĕ. Вăл çĕршыв пĕрлĕхне çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Çакă вара пирĕн районти пур службăсен яваплăхне татах та ỹстерчĕ. Акă иртнĕ кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем "Шырав" операци ирттерчĕç. Пирĕн тĕллев - шанчăксăр çынсем район территорине килсе тухасран асăрханасси пулчĕ. Автомашинăсен кузовĕсене тĕрĕслерĕмĕр, водителĕсен докуменчĕсемпе интереслентĕмĕр. Сентябрĕн 15-мĕшĕччен "Вихрь" антитеррор, "Маршрутное такси", "ГТО" техосмотр, "Чукун çул переездчĕ" рейдсем тата "Асăрханăр, ачасем!" операцисем пыраççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене ирттернĕ те ĕнтĕ. Çуран çỹрекенсене те, водительсене те темĕн чухлĕ асăрхаттарсан та хăшĕсем тимлĕхе ỹстересшĕн мар. Ашшĕ-амăшĕсем, учительсем ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентессине уйрăммăнах çирĕп пурнăçламалла. Акă, сентябрĕн 9-мĕшĕнче, 1994 çулта çуралнă пĕр хĕрачана ВАЗ-2109 çăмăл автомашина çапса хăварнă. Хĕр ачи тĕрлĕ çĕртен аманса больницăна лекнĕ. Сăлтавĕ вара водитель тимсĕрлĕхне ỹстерменнипе тата хĕр ачи çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе килсе тухнă. Çавăнпа та пурин те тимлĕхе ỹстермелле. Хальхи вăхăтра - пушшех те. Водительсен хăйсен автомашинисем çинче кирлĕ-кирлĕ мар япаласем выртнине асăрхасах тăмалла. Ыттисен те ăçта та пулин шиклентерекен курупка, çыхă таврашĕсене асăрхасан, палламан шанчăксăр çынсемпе тĕл пулсан тỹрех районти шалти ĕçсен пайне пĕлтермелле.
 
Н. АЛЕКСАНДРОВ,районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн агитаципе пропаганда инспекторĕ.



15 сентября 2004
00:00
Поделиться