Каш! кашлатăр
o Ыран - Вăрман ĕçченĕсен кунĕ
Каш! кашлатăр
Вăрман - пирĕн пуянлăх, тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Выçлăх çулĕсенче те вăрманлă вырăнта пурăнакансем вилмен, мĕншĕн тесен унти çимĕçсемпе тăранса пурăннă. Кашни вăхăтăн хăйĕн çимĕçĕ: серте-пултăран, çырли-мăйăрĕ, йĕкелĕ, кăмпи тата ытти те. Халăха та, выльăх-чĕрлĕхе те тăрантарма пулăшнă. Çавăнпа та вăрман халăхшăн та, çут çанталăкшăн та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăрман çумĕнче вырнаçнă ялсенче пурăнакансен сывлăхĕсем те тĕреклĕ.
Çырма-çатраллă вырăнсенче йывăç лартсан çĕр малалла çурса каймасть. Эрозие хирĕç кĕрешни пулать те ĕнтĕ çакă. Уйсенче нỹрĕк тытма та вăлах пулăшать.
Манăн пурнăç нумай çулсем хушши вăрман ĕçĕпе çыхăннă пирки эпĕ ун çинчен темĕн чухлĕ те çырма пултаратăп. Вăрманăн усси пысăк, анчах эпир хамăр ăна пулăшас тесе мĕн тăватпăр-ха? Ырринчен ытла - сăтăр, тесе калас килет. Çырла, кăмпа вăхăтĕнче вĕсене тымарĕпех тăпăлтаратпăр, çамрăк хунавсемпе йывăçсене хуçса вататпăр. Уйрăмах мунча кĕме милĕк тунă чухне шурă та илемлĕ хурăна хĕрхенместпĕр. Ỹссе çитнĕ хитре пике пек илемлĕскерне амантса хăварсан хăçан аталанса кайĕ вăл? Алла пуртă тытса хурăна тĕпрен кăкласа пăрахиччен "мĕн тăватăп-ха?" тесе шухăшласа пăхсан питех те аван пулмалла! Урăхла, тирпейлĕн те хатĕрлеме пулать-çке хурăн милĕкне. Тата тепĕр тĕслĕх: кашни çĕнĕ çул пуçланас умĕн мĕн чухлĕ çамрăк хыр-чăрăшăн ĕмĕрĕ татăлать. Ятарласа хатĕрлесе сутнисене туянмаççĕ-çке. Вăрласа "савăнăç" илсе килеççĕ килĕсене. Çуллахи вăхăтсенче тин лартнă çамрăк йывăçсене кĕтỹ кĕртсе ярса ваттарни те пĕрре кăна мар пулнă. Йывăçа лартса ỹстерекенсемшĕн çакă питĕ чуна пырса тивет, мĕншĕн тесен кашни пĕчĕк хунав тин çеç çуралнă хаклă пепкепе танлашать. Пирĕн тăрăхри "Шигали", "Бишевский", "Яниковское", "Шоркистринский" хуçалăхсемпе "Арабоси" агрофирмăра лартнă çамрăк йывăçсем халĕ чăн-чăн вăрман пулса кайрĕç ĕнтĕ. Ăна лартакансенчен чылайăшĕ çĕре те кĕнĕ. Хăшĕсем пурăнаççĕ-ха. Акă, Энĕшпуçĕнчи П.Сарапаев тракторист, Арапуçĕнчи З.Кузьмина, Г.Михайлова, М.Сергеева тата 99 çула çитнĕ А.Таратина, Çĕнĕ Кавал çыннисем пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Вĕсем хăйсен ĕçне юратнă.
Çак уява чăннипех те вĕсен уявĕ тесе калас килет. Йывăçа кассиччен маларах лартма васкасчĕ. Тавралăх симĕс тум тăхăнни сывлăхшăн та усăллă.
Н. НИКИТИН,
ĕç ветеранĕ.
Арапуç ялĕ.