МĂШĂРЛАНУ КЕРМЕНĔ КИРЛЕХ!
o Вулакан шухăшĕ
МĂШĂРЛАНУ КЕРМЕНĔ КИРЛЕХ!
Иртнĕ çулпа кăçал Вăрмар поселокĕ палăрмаллах улшăнса çĕнелчĕ. Кăна кашни килен-каянах асăрхать. Ара, тăван кĕтесĕмĕр чукун çул çумĕнчех вырнаçнă та, хăнасем тăтăшах килсе çỹреççĕ вĕт, кунта тĕпленсе пурăнакансем те асăрхасах тăраççĕ. Хăтлă та илемлĕ çуртсем çĕкленеççĕ-и, урамсенче тирпей-илем хуçаланма пуçларĕ-и - çĕнĕ пулăмсем пурне те савăнтараççĕ. Иртнĕ çулсенче тĕп урампа çỹрекен машинăсем тĕтĕм мăкăрлантарса, тусан çĕклесе хăваратчĕç. Кур та тăр: Вăрмарта та пĕчĕк Арбат йĕркеленчĕ. Поселокри тĕп площаде пăхса ытармалла мар вĕт. Ленин урамĕ те хăйне евĕрлĕ сăнпалан хитреленчĕ. Ăна халĕ Лавкка урамĕ теме те юрать-тăр. Шел, çуртсенчи рекламăсем, чĕнỹсем, ятсем пурте вырăсла. Вăрмар усламçисем хăйсен тăван чĕлхине манса кайнă тейĕн, лавккисене, киоскĕсене тăван сăмахпа палăртма именсе тăраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, райпон автовокзал çумĕнчи питĕ ĕлккен "Заря" ятлă лавккине мĕншĕн "Шуçăм" теес мар?! Чукун çулпа тĕрлĕ еннелле каякан пассажирсем те çак сăмаха вуласа кунта чăвашсем пурăнаççĕ тесе хавхаланччăр. Ытти лавккасем пирки те çавнах каламалла. Пĕртен-пĕр "Тав" фирмăн лавкки çеç туянакансене хăй патне тăван сăмахпа кăчăк туртса чĕннĕн туйăнать.
Ỹсет Вăрмар поселокĕ. Çамрăк çемьесем хушăнсах пыраççĕ, пепкесем çуралса ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ. Республика Президенчĕ Н.Федоров çемье ыйтăвне чи мала хумаллине темиçе хутчен те асăрхаттарсах каларĕ. Пуласлăх ачасенче вĕт. Йĕркеллĕ, ăс-тăнлă, çирĕп-сывлăхлă ăру çитĕнесси чи малтан çемьерен килет. Нумай пулмасть кăна-ха çамрăксем çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçлассине чаплă лару-тăрура çирĕплетнине курма тỹр килчĕ. Савăнăçлă уява ЗАГС ĕçченĕсем тăрăшнипе чăваш йăли-йĕркисем çине таянса паянхи хăнăхусемпе палăртрĕç. Аякран килнĕ тăванĕсем ЊТутар Республикинчен, Чĕмпĕртен, ытти районсенченЌ Вăрмар тăрăхĕнчи мăшăрлану уявне курса савăнчĕç. Хăшĕ-пĕри хăйсен тĕлĕневне те пытармарĕ: "Ара, Вăрмар поселокĕ епле хитреленсе кайнă, çамрăк мăшăрсене темшĕн-çке прокуратура çуртĕнче çырăнтараççĕ?!" Эпир, кашни поселок урамĕсемпе куллен утса çỹрекенсем, Вăрмарта Мăшăрлану çурчĕ çуккине асăрхаса та кайман, иккен. Хăнасен куçне тỹрех çав курăннă.
"Ĕç йĕркипе пирĕн тепĕр чухне шăматкун та ĕçлеме тивет. Мăшăрлану кунĕ пỹлĕме кĕме те вăтанмалла. Мĕн чухлĕ çын: ватти-вĕтти. Тепĕр чухне кăшт сыпкалакансем те пулаççĕ вĕт. Теприсем хăйсен çăварĕнчен намăс сăмахсем тухнине асăрхаса ĕлкĕреймеççĕ. Вăт, чăт çавна прокуратура ĕçченĕн", - терĕ çак лару-тăру пирки палланă следователь.
Чăн та, прокуратурăпа поселок администрацийĕн çуртĕнчи Мăшăрлану залĕ паянхи пурнăçпа пĕртте килĕшсе тăмасть. Вăл питĕ тăвăр, меллĕ çĕрте мар.
"Эпир хамăрăн Мăшăрлану керменĕ çуккишĕн пăшăрханатпăр. Çемье çавăрассин пĕрремĕш утăмĕсем савăнăçлă та чаплă лару-тăрура иртмелле. Шел, хальлĕхе çĕнĕ çурт тумашкăн хăват çитерейместпĕр, - пĕлтерет хăйĕн шухăшĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров. - Пурпĕрех çак ыйтăва куçран вĕçертместпĕр, епле те пулин татса паратпăрах".
Мăшăрлану керменĕсĕр пуçне поселокра обществăлла çуртсен ыйтăвĕсем те пур. Акă, районăн икĕ çул ĕнтĕ музейĕ çук. Ытти районсенче çĕнĕрен те çĕнĕ музейсем йĕркелеççĕ пулсан, эпир пуррине ватса-салатма именмерĕмĕр. Чăн та, шкул пулнă çуртра музей экспозицине йĕркелеме пỹлĕмсем уйăрса панă. Халĕ унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. "Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнĕ тĕле музее йĕркелесе çитеретпĕрех, - теççĕ таврапĕлỹçĕсем. - Хамăр тăрăшсан, Турă пулăшсан, усал çынсем ура хумасан".
10 çул ытла район музейĕ райпон хуçалăх лавкки пулнă çуртра ĕçленине пĕлеççĕ Вăрмарсем. Шел, лайăх йĕркеленĕ экспозицие урăх вырăна куçарма тиврĕ. Çурчĕ вара халичченех пушă ларать. Усăсăр, çынсене тĕлĕнтерсе. Архитектура тĕлĕшĕнчен вăл хăйне евĕрлĕрехскер, шăп та лăп Мăшăрлану керменĕ тума юрăхлăскер. Пур енчен те çул кĕтесĕнче лараканскер, питĕ меллĕ, хăй патне хăех кăчăк туртса илĕртекенскер.
Ахăртнех, районта пурăнакансем те эпир палăртнă сĕнỹпе килĕшеççех пулĕ. Пĕлтерсемĕрччĕ хăвăрăн шухăшăра.
В. ЦЫФАРКИН.