Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Министр Кунĕ - пирĕн районта

o Ĕçлĕ визит

Министр Кунĕ - пирĕн районта

Юлашки çулсенче республикăри халăхăн пурнăç шайне ỹстерес тĕллевпе нумай ĕçсем туса ирттереççĕ. 2004 çулта вара ялсене газ кĕртес ĕçе вĕçлеме тĕллев лартнă.

Иртнĕ юнкун пирĕн района министр Кунне ирттерме Чăваш Республикин строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ В.Филатов тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх департаменчĕн руководителĕ С.Глотов килнĕ. Вĕсем чи малтанах Кивĕ Мăнтăр ялĕнче пулнă. Ку яла газ янă çĕре хутшăнчĕç. Ял халăхĕ, район администрацийĕн культура пайĕн ĕçченĕсем тата ыттисем те вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ялкăшса çунакан факела чĕртнĕ çĕре хутшăнма май килнишĕн кăмăллă пулнине пĕлтерсе тухса калаçрĕ министр ял халăхĕ умĕнче. "Ялсене газ кĕртмелли программа çĕнĕ паха шая çĕкленчĕ. Вăл республикăра пурăнакансен пурнăçне лайăхлатас енĕпе социаллă пысăк программа пулса тăчĕ. Халăх пурăнакан вырăнсене газ çитересси чи малти вырăна тухни пĕтĕм ял халăхне савăнтарать. Цивилизаци вăл - газ тата лайăх çулсем. Юлашки çулсенче çамрăксем ялсенче кил-çурт çавăрма пуçлани те çакăнпах çыхăннă. Ялсенче икĕ хутлă çуртсем хăпара-хăпара лараççĕ, анчах унта кĕрсе тухма чĕркуççи таран пылчăк çăрăнать. Çавăнпа та ЧР Президенчĕ Н.Федоров çул-йĕр тăвассипе, килсене шыв кĕртессипе ятарлă программа йышăнни те пире хавхалантарать. Хресченсен ытларах пайĕ ĕлĕкхилле пурăнма хăнăхнă, аякран кам та пулин пулăшасса, килсе парасса кĕтсе лараççĕ. Çын хăй тăрăшмасан, пурте пĕрле çине тăмасан нимĕн те пула пĕлмест. Шурă пỹрт хăй тĕллĕн хăпармасть. "Чăваш Республикинчи ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" республика тĕллевлĕ программине пирĕн пурин те пĕрле пурнăçламалла", - терĕ В.Филатов. Ял халăхĕн савăнăçне Кивĕ Мăнтăр çынни Ю.Герасимова пĕтĕм чунтан хĕпĕртесе пĕлтерчĕ. ЧР Президентне ял халăхĕ ячĕпе тав сăмахĕ калама ыйтрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров В.Филатовпа С.Голотова пĕтĕм район çыннисен ячĕпе пирĕн района çитсе курнăшăн тав турĕ.

Унтан Кивĕ Мăнтăр ялне чăннипех те "кăвак çулăм" çитнине ĕнентерсе унта пурăнакан Юрийпе Надежда Матвеевсен килĕнче газ чĕртсе кăтартрĕç. Кил хуçисен савăнăçĕ кăмăл тулли пулни палăрчĕ. Айккинче пăхса тăракан хăш-пĕр ял çыннисем те ассăн сывласа ячĕç. Тинех пирĕн пата та ырлăх çитрĕ, терĕç ĕнтĕ.

Унтан ĕçлĕ ушкăн Вăрмар поселокĕнчи "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ хăпартакан 28 хваттерлĕ çурта çитсе курчĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе социаллă программа мĕнле пурнăçланса пынипе интересленчĕç. Хĕле мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланса поселокри тĕп котельнăйне тата ытти тĕрлĕ çĕре çитрĕç. Каярахпа район администрацийĕн анлă ларăвне хутшăнчĕç. Кунта калаçу ытларах районта газ кĕртес ĕç мĕнле пулса пыни, тĕрлĕ чăрмавсене пĕтерсе ĕçе хăвăртлатасси тата районта строительство комплексĕн 2004 çулхи 8 уйăхри кăтартăвĕсем пирки пычĕ. Ларăва хутшăннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене хуравсем пачĕç. Юлашкинчен районти граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

А.НИКОЛАЕВА.

 



18 сентября 2004
00:00
Поделиться