Тарăн пĕлỹшĕн, çирĕп сывлăхшăн
o Кĕлкеш шкулĕ: ĕнер, паян, ыран
Тарăн пĕлỹшĕн, çирĕп сывлăхшăн
Архиври даннăйсемпе пирĕн Кĕлкеш ялне 1797 çулта Андреевски-Кульгеши тенĕ. Ун чухне ялта 68 хуçалăх тата çырма урлă урамра "e;халĕ Янсит тетпĕрЌ 22 хуçалăх пулнă. Пурĕ 188 арçын тата 189 хĕрарăм шутланнă. Ял ỹссе, аталанса пынă, самаях пысăкланнă. Малалла аталанма, пурнăç условийĕсене лайăхлатма, тавракурăма ỹстерме вара шкул кирлĕ пулнă.
И.Я.Яковлев халалĕпе кашни чăваш ялне çутта кăларасси пирĕн Кĕлкеше те çитнĕ-çитнех.
108 çул каялла, XIX ĕмĕр вĕçĕнче, ялта шкул уçăлнă. Малтанхи шкул уйрăм кил-йыш пурăнакан çуртсенче пулнă. Вĕсенчен хăш-пĕр пỹртсем халĕ те упранса юлнă.
Çапла вара, 1924 çулта Њкăçал 80 çул!Ќ Кĕлкеш ялĕ варринерех 4 çул вĕренмелли пуçламăш шкула хăпартса хута янă. Чăн-чăн уяв пулнă ку ĕлĕкхи Кĕлкешсемшĕн.
"Хаваспах çỹреттĕм çĕнĕ шкула, питĕ вĕренес килетчĕ", - аса илетчĕ манăн кукамай, ĕç ветеранĕ, ялти чи сумлă та тăнлă-пуçлă, пуян тавракурăмлă 7 ача амăшĕ. Вăл лайăх вĕреннĕ, учителĕсене те яланах аса илетчĕ, тав тăватчĕ.
Шкул çуртне мĕнле тунине çапла ăнлантарса пачĕ пире ĕçпе вăрçă ветеранĕ, нумай çул хушши ветерансен советне ертсе пынă ялти сумлă та хисеплĕ ватăсенчен пĕри А. Максимов. "1970 çулта çĕнĕ вăтам шкул тума тытăннине пула пуçламăш шкул çуртне учительсем валли хваттер тунă пулнă, темиçе çул каялла вара ăна тĕпренех куçарнă. Халĕ вăл вырăнта, лавкка çывăхĕнче, вăрçăра вилнĕ салтаксене чысласа лартнă палăк".
Çывăхри ялсем мĕнлерех вырнаçнине шута илсе вăтам шкул çуртне Кĕлкешре ял хĕрринче хăпартма шут тытаççĕ. Архив кăтартăвĕсем тăрăх, Кĕлкеш ялĕнче çĕнĕ шкул тумалли проекта 1969 çулта райадминистрацин малашлăх планне кĕртнĕ.
"1969 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче шкул никĕсне янă", - каласа парать ялти чи лайăх строительсенчен пĕри, ĕç ветеранĕ З.Михайлова.
1971 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасене çĕнĕ шкулта вĕрентме тытăннă. Малтанхи çулах кунта 460 ача вĕреннĕ. Шкул директорĕ пулса Н.Афанасьев, унăн заместителĕнче Г.Егоров тăрăшнă. Шкула уçма республикăри тата районти пуçлăхсем нумай килнĕ. Çĕнĕ шкулта ĕçлеме учительсем кирлĕ пулнă. Çавăнпа тин кăна аслă вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăк специалистсемпе ятарласа тĕл пулу-канашлусем ирттернĕ. Ун чухне ĕçленĕ вĕрентекенсен сăн ỹкерчĕкĕсемпе докуменчĕсем шкулти музейра упранаççĕ. Хăшĕсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак шкулта вăй хунă, хамăр таврари нумай-нумай ачана вĕрентсе кăларса тĕрĕс çул çине тăратнă. Яланах пирĕнпе юратнă, хисеплĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем: З.Афанасьева, Г.Шарова, С.Уральская, Г.Егоров, А.Мишина, Галинапа Михаил Петровсем, В.Табаков, В.Тимофеев, М.Степанова, М.Вазанова.
Шел те, хăшĕсем пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕç, вĕсем яланах вĕренекенсен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен асĕнче пулĕç. Чылайăшĕ урăх шкулсене ĕçлеме куçнă пулнă. Çулсерен коллектив йышĕ улшăнса пынă, çĕнĕ учительсем килсех тăнă. Хăшĕсем Н.Афанасьев директор пилленипе-сĕннипе малалла кайнă. Акă, тĕслĕхрен, О.Алексеев ЊĂсан УçăпĕЌ - паллă çыравçă, нумай çул "Çилçунат" Њ"Хатĕр пул"Ќ журнал редакцийĕнче ĕçлерĕ. Кĕнекесем, хайлавсем çырать. З.Никифорова чылайранпа райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн методика кабинечĕн заведующийĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, вĕрентỹ ĕçĕн отличникĕ.
Шкул çурчĕ кăна хăпартман. 1973-1974 çулсенче шкултан аякрах мар кирпĕчрен уйрăм 2 çурт туса лартнă: пĕри - учительсен хваттерĕ, тепри - аякри ачасем валли интернат. Халĕ пĕр çуртĕнче учительсен хваттерĕпе шкул мастерскойĕ, тепринче - ял библиотекипе медицина пункчĕ.
7 çул хушши Кĕлкеш шкулĕн "карапне" Н.Афанасьев тытса пынă. Тăван Тупах шкулнех таврăннă пулсан та мĕн виличченех вăл хăйĕн иккĕмĕш тăван шкулне манман, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă, тачă çыхăну тытнă. Час-часах сĕнỹсемпе пулăшнă, килсе çỹренĕ. Унăн республикипех паллă ачисем те ăслăлăх ученăйĕсем. Пурте вĕсем хăйсен педагог çулĕсене ашшĕ никĕсленĕ шкулта пуçланă. Аякра пулин те пире манса каймаççĕ, час-часах килсе ачасемпе интереслĕ тĕл пулусем ирттереççĕ.
2001 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче Н.Афанасьев шкул ачисем умĕнче тухса калаçрĕ. Шкула тунăранпа 30 çул çитнине паллă турăмăр ун чухне. Юлашки тĕл пулу пулчĕ ку пирĕн хаклă çыннăмăрпа. Мĕн чухлĕ ăслă сăмах, шухăшсем... Шел пулин те, 2002 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче вăл пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Вăрçăри йывăр суранĕ мĕн виличчен канăç паман ăна. Вăл - ĕçпе вăрçă ветеранĕ, орденсемпе медальсем 18 илме тивĕçлĕ пулнă, вĕрентỹ ĕçĕн отличникĕ.
Пирĕн коллективра çак шкула унăн ятне парас шухăш-кăмăл çуралчĕ. Район администрацийĕ, вĕрентỹ пайĕ çакăнпа килĕшрĕç.
2002 çулта вара шкул Н.Афанасьев ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ. 2003 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче вара çак енĕпе официаллă шкул презентацийĕ иртрĕ.
Çак кунах Н.Афанасьевăн тăван ачисем ашшĕн фондне уçрĕç. Вăл наукăпа вĕрентỹ ĕçĕсене йĕркелесе пыма пулăшĕ. Фондăн тĕп тĕллевĕ - шкула вĕрентỹпе воспитани ĕçĕсене йĕркелесе пыма наукăпа практика пулăшăвĕ парса пырасси. Эпир шутланă тăрăх, паянхи ăру халиччен мĕн пулнине пĕлме тивĕç. Халичченхине упраса, çĕнетсе, малалла аталантарса ăруран ăрăва çитерсе пымалла.
2004 çул пуçламăшĕнчен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи вĕрентỹ историйĕн тата этнопедагогика кафедрипе Н.Афанасьев ячĕллĕ Кĕлкешри вăтам шкул килĕшỹ тунă. Çавна май пирĕн шкул асăннă кафедрăн эксперимент вырăнĕ пулса тăчĕ. Çавăнпа та пирĕн пĕрлештернĕ мероприятисем, семинарсем иртеççĕ.
2003 çулхи сентябрь уйăхĕнче шкулта музей уçăлчĕ, хĕрлĕ хăйăвне вара Г.Волков академик чи ăшă сăмахсем каласа касрĕ.
Шкул коллективĕ вĕренекенсене тарăн пĕлỹ парассишĕн, вĕсен сывлăхне упрассишĕн тата çирĕплетессишĕн мĕн пур тăрăшулăхне парать.
Çамрăк ỹнерçĕсенчен уйрăмах С.Обручков, Марина тата Анжела Кузьминасем, Н.Антонова, Татьянăпа Иван Ивановсем час-часах республика тата Раççей конкурсĕсенче çĕнтереççĕ. Экологи енĕпе Н.Васильев, М.Ямукова, С.Малышев Мускавра финала тухнă. Н.Васильев техника проекчĕсемпе маçтăр, карап макетне туса республикăра çĕнтернĕ. Пĕрлешỹри ачасем наркотик, çут çанталăк газĕ, сывă пурнăç йĕрки енĕпе республикăра ирттерекен акцисенче яланах малти вырăнсене йышăнса шкулăн ят-сумне ỹстереççĕ.
Шкулта çулсерен спорт вăййисем иртеççĕ. ЧР Президенчĕ çамрăк ăру сывă ỹстĕр тесе указсем кăларчĕ. Шкулсенче халĕ ачасен сывлăхĕ çине анлăн пăхма мелсем шыратпăр, сывлăха сыхламалли методикăсемпе усă куратпăр. Çавăнпа та вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче нумай улшăнусем пулса пыраççĕ. Наукăпа информаци технологийĕсене çĕнетмелли вăхăт çитни куçкĕретех. Халĕ эпир ыранхи ачасен вĕрентĕвне хатĕрленетпĕр. Пирĕн ĕçре чи хакли - вĕренекенсем, вĕсен сывлăхĕ.
Шкул пирĕн пысăках мар, база шкулĕ те мар: юлашки çулсенче çулсерен 80-100-шер ача вĕренеççĕ. Ачасене тарăн пĕлỹ пама, аталантарма условисем çителĕклĕ. Унсăр пуçне шкулта тỹлевсĕр вĕри апат çитереççĕ. Тупăшне вара шкул коллективĕ, ачасем хăйсемех ĕçлесе тăваççĕ. Шкулăн хăйĕн трактор тата автобус пур. Çак вĕренỹ çулĕ валли çĕнĕ шкул автобусĕ килсе çитрĕ.
Пỹрт тăвасси никĕсрен пуçланать, çавăн пекех ачасене спорта хăнăхтарма та пĕчĕкрен пуçăнмалла. Çапла, физкультурăпа спорт юхăмне аталантарас, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетсе пырас ыйтусене тивĕçтерес шутпа пирĕн шкулта час-часах экскурсисем йĕркелеççĕ, спорт вăййисемпе ăмăртусем ирттереççĕ. Кашни кунах уроксем пуçланиччен шкулта зарядка, эрнере икĕ кун сывлăх сехечĕ, уйăхра пĕрре сывлăх кунĕ иртет.
Шкул директорĕ Ю.Данилов, физкультура учителĕ О.Кузьмин тата ОБЖ учителĕ В.Паденьков та ачаранах спортпа туслă. Вĕсем виççĕшĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, спорт секцийĕсенче интереслĕ мероприятисем ирттереççĕ, спартакиадăсем йĕркелеççĕ. Шкултан вĕренсе тухнисенчен ученăйсемпе пуçлăхсем пĕрер çеç мар - нумаййăн: медицина институчĕн профессорĕ, наука докторĕ Л.Иванов академик, спорт мастерĕ, Коопераци институчĕн проректорĕ, наука кандидачĕ В.Иванов, полковник, наука докторĕ А.Иванов, район больницин тĕп врачĕ, медицина наукисен кандидачĕ В.Ванюков тата ыттисем те.
С. КОРНИЛОВА,
обществăлла корреспондент,
Кĕлкешри вăтам шкул.