Паспорт режимне пăхăнар
o "Вихрь" антитеррор" операции
Паспорт режимне пăхăнар
Çурçĕр Осетири инкек пĕтĕм халăха пĕрлешме ыйтать. Унта пулса иртнĕ кашни хыпар куçран куççуль кăларать, чĕрене ыраттарать. Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче пур халăха та йывăр хуйхă пусарни пирĕн ĕçре те палăрчĕ. Çавăнтанпа кашни кунах "Вихрь" антитеррор" операцие хутшăнса районти йĕркелĕхшĕн тăрăшатпăр. Пур çынна та асăрхануллă та сисĕмлĕ пулма ыйтса калаçусем ирттеретпĕр. Халăх ытларах пурăнакан вырăнсенче, уйрăм кил хуçалăхĕсенче, организацисенче, пасарта пулса документсене тĕрĕслетпĕр, кирлĕ пулсан асăрхаттаратпăр та. Пирĕн районта регистрациленнĕ ют çĕршыв çыннисем пурĕ 88. Вĕсенчен хальхи вăхăтра 23 çын пурăнать. Ыттисем, регистрациленнĕ вăхăчĕ пĕтсен, кунтан тухса кайнă. Виçĕ çуллăха регистрациленсе Таджик çыннисем 2 пурăнаççĕ. 2004 çулта паспорт режимне пăснăшăн ют çĕршыв çыннисене 18-шне штрафланă. Халĕ иртекен операцие хутшăнса тĕрĕслỹ хыççăн пĕр Узбек çыннине паспорт режимне пăснăшăн судпа айăпласа каялла хăйĕн çĕршывне янă. Тепĕр Узбек гражданинне регистраци вăхăтне тăсманшăн 1500 тенкĕ штрафланă.
Паспорт режимне ют çĕршыв çыннисем кăна пăсмаççĕ. Раççейĕн хăш-пĕр гражданĕсем те пăхăнасшăн мар. Вĕсенчен пропискăсăр пурăнакан виçĕ çынна тупса палăртнă тата 11 çынна çак сăлтавсемшĕнех штраф хума тиврĕ. Темĕн чухлĕ асăрхаттарсан та паспорт режимне пăсакансем тупăнсах тăраççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн пĕр çын пек пулса инкек-синкеке хамăр çывăха ярас марччĕ.
И. ЯКОВЛЕВА,
районти шалти ĕçсен
пайĕн паспорт сĕтелĕн начальникĕ.