Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уй-хир пушанать. Кĕрхи ĕçсем вĕçленмен-ха

o Ял хуçалăхĕ

Уй-хир пушанать.

Кĕрхи ĕçсем вĕçленмен-ха

Районĕпе вырма ĕçĕсене чи малтан "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики вĕçлерĕ. Ĕç тухăçлăхĕ те, тĕш тырă пахалăхĕ те чи лайăххи вĕсен. Кашни гектартан 31,1 центнер тĕш тырă пухса кĕртме пултарчĕç. Выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ утă, 1500 тонна тырă, 1494 тонна силос, курăк çăнăхĕ 172 тонна хатĕрлерĕç. Кĕскен каласан, кивçене каймасăрах выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма пултараççĕ Киввăрмарсем. Çитĕнỹсем ĕçлемесĕр, вăй хумасăр пулмаççех. Çитĕнỹ тăвас пулсан ăста кадрсем кирлĕ. Кивĕ Вăрмарта вара вĕсем çителĕклех. Акă, комбайнерсенех илер: В.Алексеев, В.Васильев, Н.Григорьев, Н.Петров - вĕсем чăннипех те ĕçшĕн хыпса çунакансем. Курăк çăнăхĕ хатĕрлекен операторсем - Г.Алексеев, А.Орешин ырми-канми тăрăшрĕç. Кĕрхи çĕртме хатĕрленĕ çĕрте И.Николаев, Г.Силеров, П.Филиппов механизаторсем пултарулăх кăтартрĕç. Вĕсем паянхи куна пин гектара яхăн çĕртме сухи тунă та ĕнтĕ. Кĕрхи ыраша та 260 гектар пысăк пахалăхпа акса хăварчĕç. Уйри улăма пухса урасене хывса пĕтернĕ. Çавăн пекех "Вознесенское", "Яниковское", "Шигали", "Родина", "Мир", "Чакинское", "Мусирма" хуçалăхсемпе "Тегешево", "Арабоси" агрофирмăсем тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче те ĕçсене аван йĕркелесе пынине палăртмалла.

"Шигали" хуçалăх кăçал кашни гектартан 21,4 центнер тĕш тырă пухса кĕртрĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ А.Ульянов, тĕп агрономĕ В.Тапинов яланхи пекех агротехника требованийĕсене пăхăнса пырса тухăçлă тыр-пул çитĕнтерчĕç. Выльăх-чĕрлĕх валли 4800 тонна сенаж, утă - 300, кашни условнăй выльăх пуçне 35,5 центнер апат единици хатĕрлерĕç.

Кăçалхи ĕççинче пире Тутар Республикинчи Сабин машинăпа трактор паркĕнчен килсе пысăк пулăшу пачĕç. "Мусирма", "Орнарский", "Яниковское", "Шоркистринский", "Мир", Мичурин ячĕллĕ хуçалăхсенче тыр-пула кĕске вăхăтра пухса кĕртрĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, районĕпе тĕш тырă тухăçлăхĕ кашни гектартан 17,1 центнерпа танлашать. Хуçалăхсенче районĕпе 1360 гектар кĕрхи ырашпа тулă акса хăварнă, 2500 гектара яхăн кĕрхи çĕртме тунă. Ку енĕпе Шăхальсем, Арапуçсем, Шулхансем, Вăтакассем, Пысăкенккассисем уйрăмах аван ĕçлесе пынине палăртмалла. Çĕр улми пухса илессине те лайăх йĕркеленĕ. Районĕпе 180 гектар çĕр улми лартса хăварнă пулнă. Ăна пухса илесси кĕçех вĕçленсе пырать.

Лайăххи савăнтарать. Начарри вара ура хурса пырать. Халичченхи çулсенче Кинчерсем ĕçĕпе палăрса тăнă пулсан, юлашки çулсенче тăрăшса ĕçлеççĕ теме çук. Кăçал кашни гектартан 10 центнер тĕш тырă та туса илеймерĕç, пĕр килограмм силос та, сенаж та хывман, çĕртме тăвассине те пуçăнман.

Умра тăракан тĕллевсем пурте кĕрхи ĕçсемпе çыхăннă тата выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлесе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарасси.

Н. ВАСИЛЬЕВ,

райадминистрацин ял хуçалăх

управленийĕн пуçлăхĕн

заместителĕ.



22 сентября 2004
00:00
Поделиться