Çамрăксемшĕн тăрăшса
Çамрăксемшĕн тăрăшса
"Ĕç çынна илем кỹрет" тенĕ ватă çынсем. Ĕлĕкрех ниçта та ĕçлемен, ĕçе туртăнман, ĕçлес шухăш-кăмăл пулман, намăс-симĕсе пĕлмен çынсене "харам пырсем" тенĕ тата ытти аван мар сăмахсемпе питленĕ.
Паянхи самана вара пач урăхла. Çынсен ĕçлес туртăмĕ, укçи-тенкине ĕçлесе илес кăмăлĕ пулсан та ĕç вырăнĕсем çукки пăшăрхантарать. Ĕлĕкрех çăмăллăнах ĕç тупса вырнаçса кайма пулнă пулсан, паянхи лару-тăрура паллă, хисеплĕ çынсем е тăван-пĕлĕш пулăшмасан килте кĕрĕк арки йăваласа ларма лекетех.
Турра шĕкĕр, 1991 çулта район çыннисене ĕç тупса парас тĕллевпе район центрĕнче ĕçпе тивĕçтерекен центр уçрĕç. Вăл вара ĕçсĕр çынсене шута илсе тĕрлĕ предприяти-организацисенче вырăн тупса пама тăрăшать, вĕренес шухăш-кăмăл çуралнă çынсене тĕрлĕ вĕрентỹ учрежденийĕсене ăсатать. Центрăн специалисчĕсем кашни çыннах - çамрăк вăл е вăтам çулсенчен иртнĕ, пенсие тухма хатĕрленекен - пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Акă, кăçалхи 9 уйăхри кăтартусемпе паллашар-ха. Учетра паянхи кун 174 çын тăрать. Çав шутра: 21-шĕ - аслă пĕлỹллĕ, ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ 47 çын, пуçламăш профессиллĕ - 35, вăтам пĕлỹллĕ - 31 çын.
Уйăх пуçламăшĕнче 4 çынна вĕренме янă. Вĕсем менеджер, повар, котельнăй операторĕ профессийĕсене алла илĕç.
Çамрăксем ниçта ĕç вырăнĕ тупайманнипе аптăраççĕ. 2004 çулхи 9 уйăхра центр специалисчĕсенчен 397 çамрăк çын пулăшу ыйтнă. 363-шне ĕçе вырнаçтарнă. Паянхи куна учетра тăракансем - 74. Çавăн пекех 56 çынна ăс-тăн пухмашкăн, çĕнĕ професси илмешкĕн Шупашкар хулине вĕренме янă. Тата тепĕр çĕнĕлĕх: тĕрлĕ вĕрентỹ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухса алла специальность илнĕ çамрăксем центр урлă районти предприятисемпе, организацисемпе тата учрежденисемпе килĕшỹ туса ĕçе хăнăхмалăх 6 уйăх таран стажировкăра пулма пултараççĕ. Çамрăк çыншăн ку питĕ меллĕ тата усăллă та. Хальхи вăхăтра экономист специальноçне илнĕ икĕ çамрăк "Вознесенское" хуçалăхра тата "Арабоси" агрофирмăра хăнăхмалла ĕçлеççĕ. Паллах, опыт пухмашкăн, ĕç кăткăслăхĕпе паллашмашкăн çамрăкшăн ку питĕ усăллă.
Пенси çулне çитичченхи çынсемшĕн те çăмăллăх пур. Раççей Федерацийĕн "Раççей Федерацинче халăха ĕçпе тивĕçтересси" саккунĕн 32 статйин 2 пункчĕпе килĕшỹллĕн пенси çулне çитсе пыракан ĕçсĕр граждансем пенсие ватлăхпа паллă условисем пулсан тухма пултараççĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче: "Пирĕн ватăсемшĕн те, çамрăксемшĕн те пĕр тан тăрăшмалла", - тесе палăртнă. Çакна ăнланса тата çирĕп пăхăнса пыма тăрăшатпăр та ĕнтĕ эпир пурте.
В. НЕСТЕРОВ, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр