Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç стажĕ 200 çултан иртет

Ĕç стажĕ 200 çултан иртет
 
Çын çĕр çине ĕçлесе пурăнма килет. Кам вĕрентекен, кам сыватакан, тепри вара çĕр çинче ĕçлесе ирттерет хăйĕн пурнăçне. Пурте кирлĕ, пурте хăй вырăнĕнче.
Эпĕ Шутнерпуçĕнчи Федотовсен çемйи пирки çырса кăтартасшăн. Хамăр таврара пĕлмен, палламан çын çук та пулĕ вĕсене. Мĕншĕн тесен вĕсен пысăк çемйи ăруран ăрăва тăван хуçалăхра ĕçлесе пурăнать. Кил хуçи Фома Федотович Федотов 1923 çулта çуралнă. Хумкка пичче теттĕмĕр ăна. Вăл фермăра, уй-хирте тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă, шел пулин те 48 çултах, чирленĕ хыççăн, çĕре кĕчĕ. Арăмĕ - Нина Федоровна 10 ачапа тăлăха тăрса юлчĕ. Вĕсенчен кĕçĕн хĕрĕ Татьяна 2 çулта кăна пулнă. Нина аппан пурнăçĕ еплерех килсе тухнине вулакан каламасăрах ăнланать ĕнтĕ. Пĕринчен тепри пĕчĕк ачасене ура çине тăратма мĕн тери йывăр килнĕ ăна. Ĕçе кайиччен ачисем валли апатне те пĕçермелле, выльăх-чĕрлĕхне те тăрантарса хăвармалла, унтан фермăна васкамалла. Нумай çулсем хушши сыснасем пăхнă çĕрте вăй хунă вăл. Çăвăрлаттарнă та, самăртнă çĕрте те ĕçленĕ. Каярахпа дояркăна куçать. Ỹсе киле ачисем те ăна пулăшма пуçлаççĕ. Шкултан килсен килти ĕçсене пуçтарсан, тỹррех амăшĕ патне фермăна васканă. Ĕçчен, пĕчĕк алăсем валли ĕçĕ тупăнсах пынă. Пĕчĕклех ĕçе хăнăхса пыни пурнăçра та нумай усă кỹнĕ вĕсене. Аслă хĕрачи, Лена, 1950 çулта çуралнăскер, амăшне курах ĕçчен те харсăр çитĕнсе çитнĕ. Пĕр ĕçрен те хăраса, тиркесе тăман. Çамрăкранпа пĕр улшăнмасăр 20 çул хуçалăхра кассирта вăй хунă, халĕ 16-мĕш çул ĕнтĕ "Бишевский" хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлать. 1952 çулта çуралнă ывăлĕ - Вячеслав малтанхи çулсенче Вăрмарти çул-йĕр строительствинче трактористра, халĕ 11 çул ĕнтĕ хамăр хуçалăхра вăй хурать. Тепĕр ывăлĕ Коля тракториста вĕренсе тухса чылай çулсем ĕçлерĕ, халĕ - фермăра. Хĕрĕ Ольга 26 çул дояркăра, унтан - хуçалăхри уй-хир бригадирĕнче. Упăшкипе иккĕшĕ те фермăра Њỹкерчĕк çинчеЌ вăй хурса ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Ывăлĕ Анатолий ĕçчен те пултаруллăскер хăйĕн çемйипе пĕрле амăшне пăхса пурăнаççĕ. 81 çулхи Нина аппа сывлăх енчен аптрамасть-ха, мăнукĕсемпе савăнать. Киле çăра çакмаççĕ - "кил хуралçи", теççĕ ун пек чухне халăхра. Анатолий арăмĕ 15 çул дояркăра. Нина аппан кĕçĕн хĕрĕ 14 çул хуçалăхра поварта ĕçленĕ, халĕ Энтриялĕнчи шкулта çав профессипех тăрăшать.
Нина аппан пĕр ывăлĕ - Мускавра, иккĕшĕ - Шупашкарта. Ачисем пурте çемьеллĕ. Кашни çулах амăшĕн çуралнă кунĕнче пуçтарăнать туслă çемье Њỹкерчĕк çинчеЌ. Кун пек чухне Нина аппан куçĕнчен савăнăç куççулĕ те шăпăртатать. Савăнать ватă çыннăн чун-чĕри. Çапла пулмасăр. Пỹрт тулли ачасене пăхса ỹстерни сая кайман унăн. Ачисем амăшне тав сăмахĕсĕр пуçне нимĕн те каламаççĕ. Нина аппан халĕ 24 мăнук. Пĕр мăнукĕ Женя ятлăскер, ял администрацинче çĕр ĕçĕ енĕпе вăй хурать Њỹкерчĕк çинчеЌ. "Çемье татах та пысăкланса тĕреклентĕр. Сывлăх пултăр пурин те, вара телее тупма пулать", - тет Нина аппа.
Вĕсен çемйин тăван хуçалăхра вăй хунă ĕç стжĕ 200 çултан та иртет. Ĕçлеме пултарни, çынна юрăхлă пулни, ял-йыш умĕнче ят кайманни - пурте питĕ пысăк савăнăç.
 
Э. НИКОЛАЕВА,  пенсионерка. Энтрияль ялĕ.



25 сентября 2004
00:00
Поделиться