Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сăваплă ял

Сăваплă ял
 
"Чиркỹллĕ ял - сăваплă ял", - теççĕ халăхра. Чăвашсен аслă вĕрентекенĕ И.Я.Яковлев хăйĕн халалĕнче: "Турра ĕненсе пурăнни калама çук пысăк япала - пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненỹ этемĕн ăсне, кăмăлне çунатлантарса лăплантарать, инкек-синкек, хуйхă-мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать, ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненỹ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать", - тесе çырнă.
Юлашки вăхăтра Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров тăрăшнипе республикăра çĕнĕрен те çĕнĕ чиркỹсем, монастырьсемпе часавайсем хута каяççĕ. Çавăн пекех халăхри пултаруллă çынсем те вăй хуни куç кĕрет. Вĕсенчен пĕри Чупай ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Тутар Республикинче ĕçлекен В.Караваев. Владимир Иванович тăрăшнипе çывăх вăхăтра Чупайĕнче çĕнĕ чиркỹ хута каймалла.
Казански Турă Амăшĕн икони ячĕпе пулать вăл. Вĕренỹре ăнса пытăр тесе çак чиркỹре çурта çутмалла теççĕ. 2002 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Варнава Митрополит чиркỹ вырăнне сăвапласа пĕрремĕш чул хучĕç.
Унтанпа чиркỹ хăйĕн сăн-сăпачĕпе питĕ савăнтарчĕ. Хĕрлĕ кирпĕчлĕ илемлĕ çурт, ылтăн тĕслĕ çавра тăрă ЊкуполЌ, шурă черепицăллă çивитти, йĕри-тавра асфальт. Виçĕ тĕрлĕ чан сассийĕ мĕне тăрать тата. "Сии звоны отлито в 2003 году от Рождества Христова для церкви Казанской Божьей Матери д.Чубаево усердием и средствами Караваева Владимира Ивановича", - шăратса кăларнă пысăк чанĕ çинче. Ял историйĕнче çырăнса юлакан пулĕç çак сăмахсем.
"Чиркĕвĕн шалти тĕп ĕçсене туса пĕтернĕ. Часах иконсем ỹкерме тытăнмалла. Чи пысăк ĕçе - çавра тăрăсене хăпартса лартрĕç. Карта çумĕпе кĕркунне каштан йывăççисем лартса хăвармалла. Чиркĕве "кăвак çулăм" та çитнĕ ĕнтĕ. Мари тăрăхĕнчен килнĕ ăстасен хастарлăхĕ те пысăк. Ĕç-пуç çакăн пек кал-кал пырсассăн, тен, çĕнĕ çула çĕнĕ чиркỹпе кĕтсе илĕпĕр", - пĕлтерет ĕçе йĕркелесе ертсе пыраканĕ М.Вавилов.
 
Т. ЦЫФАРКИНА,  ЧПУ студентки.


25 сентября 2004
00:00
Поделиться