Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации района с Международным днем туризма

Туризма кăмăллакан хисеплĕ çыннăмăрсем!
 
 
 
Сире Пĕтĕм тĕнчери туризм кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп.
Паллă ĕнтĕ, туризм пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл сывлăха çирĕплетме, пĕлĕве ỹстерме, ĕçлес хастарлăха çĕклеме пулăшать. Туризм культурăпа шухăш-кăмăла, социаллă аталанăва ỹстерес енĕпе те тачă çыхăннă. Кунсăр пуçне çул-çỹревре пулни çĕр-шывăн истори енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăнсемпе ытларах та ытларах паллашма пулăшать.
Пирĕн районта юлашки вăхăтра спорт туризмĕ аталанса вăй илсех пырать. Ку пире савăнтарать. Туризма кăмăллакан çынсем Чăваш Енре ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Туризм ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнма тăрăшаççĕ.
Хисеплĕ çыннăмăрсем! Сире çирĕп сывлăх, телей, енчен те çула тухнă пулсан, сенкер тỹпеллĕ, хĕвеллĕ çанталăк, ăнăçу сунатăп.
 
Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ                               А.И. Егоров


27 сентября 2004
00:00
Поделиться