Поздравление главы администрации района с выходом девятитысячного номера Урмарской районной газеты "Красное знамя"
25 сентября текущего года увидел свет 9000 номер Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя"), ранее выходившей под названием "Трактор". Первый номер газеты был отпечатан 15 ноября 1931 года.
По поводу выхода 9000 номера районной газеты журналистов и всех тех, кто связан с деятельностью редакции районной газеты поздравляет глава администрации Урмарского района Анатолий Егоров.
"Хĕрлĕ ялав" район хаçачĕн хисеплĕ журналистчĕсем, пичет ĕçĕпе çыхăннă çыннăмăрсем!
Сире район хаçачĕн тăхăрпиннĕмĕш номерĕ пичетленсе тухнă ятпа ăшшăн саламлатăп.
Хальхи тапхăрта массăллă информаци хатĕрĕсен системинче ĕçлеме çăмăлах мар. Çапах та район хаçачĕн коллективĕ умра тăракан задачăсене лайăх пĕлсе-курса тăрать, яваплăха çирĕп туять. Хаçатăн корреспонденчĕсем хăйсен тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ, ĕç çыннисен - район хаçатне вулакансен шухăш-кăмăлне туллинрех тивĕçтерессишĕн çине тăрсах ĕçлеççĕ, пурнăç пичет органĕсем умне кăларса тăратнă ыйтусене анлăн çутатма тăрăшаççĕ.
Район хаçатне вулакансем пирĕн пичетрен тĕрĕс сăмах, çĕнетỹ практикине пĕлсе тата тарăн тишкерсе тунă ỹсĕмсене те, социаллă пурнăçпа экономикăри йывăрлăхсен сăлтавĕсене те, обществăн социаллă пурнăçне йывăрлатакан йăнăшсемпе киревсĕр пулăмсене те уçăмлă та тĕрĕс хак парасса кĕтеççĕ.
Хаçат кирек хăш вăхăтра та вулакансен тусĕ, пурнăç шанчăкĕ пулнă, малашне те çаплах пулĕ.
Сирĕн коллектив çĕннине, чи çивĕч ыйтусене çутатас енĕпе яланах шыравра.
Малашне те район хаçачĕн страницисенче тивĕçлĕ информацисем, тĕрĕс критика, ĕç çыннисене хăйсен çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те савăнтаракан хыпарсем вăхăтра пуласса ĕненетĕп.
Сире çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатăп.
Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ А.И. Егоров