Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ЧĂВАШ ХАЛĂХ АКАДЕМИКĔ

ЧĂВАШ ХАЛĂХ АКАДЕМИКĔ
 
 
Шупашкарта Наци библиотекин залĕнче чăваш халăх академикĕсен черетлĕ анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта пухăннă ăсчахсем пирĕн пултаруллă янташăн, районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат çумĕнчи литература пĕрлешĕвне нумай çул ертсе пыракан, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ячĕсене тивĕçнĕ, писательсен Вăрмарти пуçламăш организацийĕн председателĕн, нумай кĕнекесен авторĕн, чăваш халăх академикĕ ятне пама кандидата тăратнă Николай Прокопьевич Иванов-Пархатар поэт-композиторăн литературăпа искусствăри 50 çула яхăнхи ĕçĕ-хĕлĕпе, творчествăри ỹсĕм-çитĕнĕвĕсемпе тĕплĕн паллашнă, пурте пĕр саслă пулса ăна чăваш халăх академикĕн хисеплĕ ятне пама йышăннă.
Янташăмăр Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ, кунтах 10 класс пĕтернĕ. 1961 çулта чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи, 1968 çулта музыка факультечĕсенчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Вăл Кавалти, Кĕтеснерти вăтам, Патăрьел районĕнчи Анат-Тăрмăшри шкулсенче, ВЛКСМ Вăрмар райкомĕн секретарĕнче, Вăрмарти вăтам шкулта ĕçленĕ, 1971 çултанпа пуçласа Вăрмарти ачасен музыка, 1992 çултанпа искусство шкулĕсенче директорта вăй хунă. Халĕ искусство шкулĕнче директор заместителĕнче тăрăшулăх кăтартать.
Унăн нумай енлĕ творчестви çинчен анлăрах, тĕплĕнрех тĕпчеме тĕрлĕ çулсенче çырнă республикăри кĕнеке, хаçат-журналсенче вуласа пĕлме пулать.
Вăхăт малаллах шăвать пулин те унăн творчествăри пултарулăхĕпе хастарлăхĕ чакмасть-ха. Тинтерех кăна-ха Çĕрпỹри типографире ачасем валли çырнă унăн "Юрлар-и, пĕчĕк туссем" кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Малашлăха ăнтăлать ывăнма пĕлмен, ачасемшĕн, халăхшăн тăрăшакан автор.
 
Я. ЗАЙЦЕВ,чăваш халăх ăсчахĕ.



29 сентября 2004
00:00
Поделиться