Христина аппа
Христина аппа
Христина Федоровна Волкова ялти хисеплĕ çын. Вăл хăй çинчен аса илме юратмасть. Çапах та калаçăва тăсса: "Мĕн ман çинчен çырмалли çук, эпĕ вăрçă хирĕнче пульăсем айĕнче атакăна кайман, алла пăшал тытса çар хатĕрĕсем тăвакан объекта кăна, тăшман самолечĕсем сывлăшра тапăнасран, диверсантсем сăтăр тăвасран сыхланă. Малтан, Чăваш Республикинчен пуçтарăннă хĕрсене, Канаш хулинче калаçнă тăрăх, радист-телеграфист пулма вĕрентме илсе каяççĕ текелерĕç. Манăн вара радиста вĕренме, телее пула-ши, май килмерĕ, çар объекчĕсене сыхлама ячĕç. Çапла вара НКВДăн ятарлă 64-мĕш батальонне лекрĕм. Фронт çывхарса килнине пула эпир сыхлакан объекта 320-мĕш çар объекчĕпе пĕрлештерчĕç. Вăрçă çĕнтерỹпе вĕçленсен те объекта, вăрман варринче вырнаçнăскерне, Шупашкар хулипе юнашар туса лартнăскерне, сыхланă. Тăван яла, анне патне 1946 çулхи январĕн пĕрремĕшĕнче çитрĕм, ефрейтор пулса салтак тумне хыврăм. Эпĕ килни аннешĕн савăнăç пулчĕ, манăн пичче те Петĕр вăрçа хутшăннă, шофер пулса çар хатĕрĕсем турттарнă. Ленинград хулине те çитнĕ. Çĕнтерĕве Берлин çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Çемйипе Анапа хулинче пурăнса çĕре кĕнĕ",- тесе калаçăвне вĕçлесе пичĕ тăрăх юхса аннă куççульне шăлса илчĕ. Паллах, иртнине аса илме çăмăл мар. Каçхи вăйăра юрласа савăнас чухне, хĕр пуçпа, алла пăшал тытса çар объектне сыхлас пулать-çке. Мĕн тăвăн. Унăн хĕр вăхăчĕ салтак тумĕпе иртнĕ. Чун, паллах, хурланать. Христина аппа Тĕмпек ялĕнче, халĕ ялĕ çуккă, Тарье аппапа Хĕветĕр пичче çемйинче ку тĕнчене килнĕ. "Ватăлтăм, сакăрвун виççе кайрăм, сывлăх та савăнмаллах мар", - тет Христина аппа. Хĕллехи вăхăтра Люся хĕрĕ, амăшне хăй патне Энтри Пасарне илсе каять. Çуллахи вăхăтра кукамăшĕ, асламăшĕ патне мăнукĕсем килсе пурăнаççĕ. Христина аппа хăйĕн упăшкипе, Иван Порфирьевичпа, пилĕк ача çуратнă, иккĕшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Люся хĕрĕ çемйипе Энтри Пасар ялĕнче пурăнать, Ирина - Шупашкарта, ывăлĕ - Женя, Красноярск хулинче тĕпленнĕ. Эпĕ пынă чухне мăнукĕсемпеччĕ Христина аппа. Салтак тумне хывсан Христина аппа колхозра ĕçленĕ. Кайран вара, тивĕçлĕ канăва кайичченех сутуçă пулса тăрăшнă Пысăк Енккасси ялповĕнче. Тивĕçлĕ канăва тухсан та пиллĕк çул вăй хунă. Унăн кăкăрне ĕçре тивĕç пулнă наградăсем илем кỹреççĕ. НКВДăн ятарлă 64-мĕш батальонăн командирĕ панă Мухтав хутне паян кунччен хаклă парне вырăнне хурса усрать, 1941-1945 çулсенче хастар ĕçленĕшĕн панă медаль тата ыттисем те пур.
А. ВИШНЕВСКИЙ. Энтрияль ялĕ.