Пахалăхлă, пысăк хăвăртлăхпа
Пахалăхлă, пысăк хăвăртлăхпа
Юлашки çулсенче Чăваш Енре çурт-йĕр лартасси палăрмаллах ỹсрĕ. Акă, хамăр тĕп хулана - Шупашкара кăна илер. Çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ пысăк тата капмар çуртсем çĕкленсе пыраççĕ, хваттер туянакансене хăтлăхĕпе илĕртсе йыхăраççĕ. Пахалăхĕ те вĕсен пысăк шайра. Пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе пирĕн республика юнашар регионсенчен самай иртсе кайнă. Пахалăхлă, пысăк хăвăртлăхпа илемлĕ çурт-йĕр çĕкленсе ỹссе пыни кама савăнтармĕ. Çын ăшă та хăтлă çуртра пурăнсан кăна ачасем çуратма хăрамасть, çирĕп, тĕреклĕ, телейлĕ пулать. Чăваш Республикин Президенчĕ чăваш халăхĕ патне янă Çырура: "Çурт пулсан çемье тĕреклĕ, тулли, хăтлă", - тесе пĕлтернĕ. Çавăнпа та ЧР Президенчĕ 2003 çултан тытăнса 2005 çулччен пĕтĕм çăл куçсен укçи-тенкипе 1,8 миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тумалла, 2010 çулта хута яракан çурт-йĕр калăпăшне çулталăкра 800 пин тăваткал метра çитермелле тесе палăртнă.
Çакна çирĕп пăхăнса пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ районти яваплă çынсем. Çынсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатса пырассишĕн пысăк хăвăртлăхпа çурт-йĕр хăпартаççĕ, çемьесене хăтлă çуртсенче пурăнма шанчăк кĕртеççĕ.
Паянхи куна "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ" хупă акционерлă обществăн ĕçченĕсем район центрĕнче 28 хваттерлĕ пурăнмалли çурта хута ярассишĕн мĕн пур вăй-халпа ĕçлеççĕ Њçурт-йĕр калăпăшĕ пурĕ 586,4 тăваткал метрЌ. Çак çуртра 12 хваттерне тỹрремĕнех çамрăк çемьесене уйăрса параççĕ, тепĕр 12-шĕ - социаллă хваттерсем, ыттисене сутаççĕ. Çурта хăпартмашкăн строительствăпа монтаж ĕçĕсене 4983,9 пин тенкĕ тăкакланă.
Районта пурăнмалли çурт-йĕр хăпартмалли Программăпа килĕшỹллĕн 2004 çулхи январь-август уйăхĕсенче "Çамрăк çемье" программăпа 26 çамрăк çемье 6470,42 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă ипотека кредичĕ илме пултарнă. 15 процентлă республика субсидипе 899,085 пин тенкĕлĕх 21 çемьене тивĕçтернĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 1 çамрăк çемье кăна кредит илме пултарнă.
Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе вăрах вăхăта çăмăллăхпа паракан ипотека кредитне ятарлă килĕшỹ туса 2593,9 пин тенкĕлĕх 20 çын пулăшу илме пултарчĕ "2004 çулхи план - 3107,0 пин тенкĕ". Вĕсенчен 15 çынна 2079,0 пин тенкĕлĕх кредит парса пулăшнă. Ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чылай пысăкрах.
Январь-август уйăхĕсенче поселокра пурĕ 6061 тăваткал метр çуртсем туса пĕтерсе хута яма пултарнă, 2003 çулхи вăхăтрипе илес пулсан - 115%.
Çапла майпа çурт-йĕре пысăк хăвăртлăхпа хăпартса унăн пахалăхне çулран-çул ỹстерсе пыни малашлăха çирĕп утăмпа кĕме хистет, хамăр пуласлăхшăн - ачасемшĕн, мăнуксемшĕн, пĕр шикленмесĕр пурăнма ыйтать, мĕншĕн тесен патшалăх кашни çыншăн, çемьешĕн тăрăшсан кăна малашлăх, пĕтĕм пурнăç уçăмлă пулĕ.
А. ТИХОНОВ, райадминистрацин строительство енĕпе ĕçлекен управленин тĕп специалисчĕ.