Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Международным днем пожилых

Хисеплĕ те хаклă вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, аслă ăрури     ĕçченсем, ватă çыннăмăрсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире Ваттисен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать.

Сирĕн пурнăç çулĕнче савăнăçлă самантсемсĕр пуçне хурлăхлисем те самаях пулнă. Анчах та эсир пĕтĕм йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă, çитĕнỹсем тунă.

Çĕр-шывăн экономикине тата оборона хăватне çирĕплетес енĕпе калама çук пысăк тỹпе хывнăшăн, Аслă Отечественнăй вăрçăн фрончĕсенче Тăван çĕр-шывшăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнăшăн, халăх хуçалăхне ура çине тăратас тесе ырми-канми ĕçленĕшĕн тата тĕнчере яланах лăпкă пурнăç пултăр тесе тăрăшнăшăн тайма пуç сире.

Хальхи вăхăтри пирĕн пурнăçăн пĕтĕм сферăри улшăнусем пысăк йывăрлăхсемпе çыхăннă. Шел пулин те, вĕсем ватăсене те самаях пырса тиврĕç. Сире пурлăх тата мораль енчен яланах пулăшу кирлине лайăх ăнланатпăр. Район администрацийĕ ку енĕпе хăйĕнчен мĕн килнине малашне те пĕтĕмпех туса пыма тăрăшĕ.

Сире çирĕп сывлăх, ăнăçу, чăтăмлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕ                                 А.И.  Егоров



01 октября 2004
00:00
Поделиться