Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Днем учителя

Хисеплĕ учительсем, вĕрентỹ системин ĕçченĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе - Учитель кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп.
Пирĕншĕн кашниншĕн чи хаклă сăмах, паллах, "учитель" сăмах пулса тăрать. Юратнă вĕрентекен тăрăшнипе эпир шăпах пурнăçри тĕп çула суйласа илетпĕр, тепĕр чухне йывăр самантсенче унран ырă канаш ыйтатпăр.
Çĕр-шыври социаллă пурнăçра, экономикăри йывăр лару-тăрăва пăхмасăрах, пирĕн районта вĕрентỹ тытăмĕ упранса юлнă кăна мар, аталанса пырать. Кунта учительсен тỹпи çав тери пысăк вырăн йышăнса тăнине пĕр иккĕленмесĕрех палăртас килет.
Ỹлĕмрен те районти педагогсен коллективĕ кашни ачана пысăк пахалăхлă пĕлỹ, тĕнче тата наци культурин, Иван Яковлев шкулĕн йăлисемпе килĕшỹллĕн воспитани пама вăй çитерессе, пысăк тăрăшулăх кăтартасса шансах тăратăп.
Сире çăмăл мар ĕçĕрте чун хавалĕ, пултарулăхăрта ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей тата тулăх пурнăç сунатăп.
 
 
 
Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ                                А.И. Егоров



04 октября 2004
00:00
Поделиться