Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çарта та, пурнăçра та кирлĕ

 Тивĕç

Çарта та, пурнăçра та кирлĕ

Кашни çамрăкăнах çул çитсен Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсен ретне тăмалла. Ку пурин те чи яваплă тивĕç. Тăван çĕршыва, атте-аннене, мирлĕ халăха хỹтĕлемелли мĕн авалтанпах пырать. Пĕри, тепри каймасан - кам каять, кам сыхлать. Çавăнпа та кашни çамрăкăн çара кайиччен пĕр-пĕр специальноçа алла илмелле. Çарта мĕнле специальноçпа службăра тăрасси çамрăксенчен хăйсенчен килет. Кирек мĕнле пĕлỹ, ăсталăх пурнăçра пурпĕрех кирлĕ. Пуян тавракурăмлă ăста специалистăн пурнăçĕ те çăмăлтарах килсе тухать. Юлташĕсем, тăван пĕлĕшĕсем тата ытти çынсем умĕнче те хисепре. Мĕне те пулин вĕреннĕ çын çарта та усăллă, киле таврăнсан та ĕç вырăнĕ тупма та çăмăлтарах пулĕ. Çамрăк çын автомашинăпа çỹреме пĕлни, электромеханикăна ăнланни, ăна юсама пултарни нихăçан та ытлашши пулас çук. Вăл йывăр мар-çке, пĕлнине йăтса çỹрес çук. Хальхи вăхăтра оборона министерстви шăпах çак специальноçсене тỹлевсĕр вĕрентет те. Паянхи кун районти çар комиссариачĕ урлă Шупашкара электрика, связиста вĕренме кайма май пур. Çавăн пекех "С", "В" категориллĕ водителе хамăр районти автошкултах вĕрентеççĕ. Связистпа электрика 3-5 уйăхра вĕренсе пĕтерме май килет. Вĕренме кайма кăмăл тăвакан çамрăксем районти çар комиссариатне килсе тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултараççĕ. Кăçалхипе виççĕмĕш çул тỹлевсĕр вĕренме яраççĕ. Пĕлтĕр пĕлỹ илнĕ çамрăксем хура тинĕс флотĕнче службăра тăраççĕ. Çак специальноçсем сире, çамрăксем, çарта та, пурнăçра та кирлĕ пулĕç.

В. АХВАНДЕРОВ, районти çар комиссариачĕн II отделени начальникĕн заместителĕ.



06 октября 2004
00:00
Поделиться