Çынсен чун-чĕринчи тасалăхшăн
Тирпей-илем
Çынсен чун-чĕринчи тасалăхшăн
Юлашки 10 çул хушшинче пирĕн республикăра ЧР Президенчĕн тытăмĕ вăй илсе пычĕ. Тĕп хуламăрта залива юсаса çĕнетрĕç. Хĕрлĕ лапам, Анне монуменчĕ, чиркỹсем вырнаçнă вырăнсем халăха хăй патне илĕртеççĕ. Илемлĕх çинчен сăмах тапратнă май, ку пирĕн район центрĕнчи тĕп урамра та палăрать. Тирпей-илемшĕн районта çулталăкĕпех тăрăшатпăр. ЧР Президенчĕ Н.Федоров республикипех Çурхи Ырă Эрне акцие хутшăнма чĕнсе каланине те ырласа йышăнса поселокра тирпей-илемшĕн ĕçлерĕмĕр. Ку енĕпе харпăр-хăй пурăнакан, ĕçлекен вырăнсенче уйăхлăхсем йĕркелерĕмĕр. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра вăй хуракансемпе пĕрле çуркунне юр ирĕлнĕ хыççăн тухакан тасамарлăха тасатса, хваттерсем умĕнче ларакан контейнерсене тирпейлерĕмĕр. Уйрăм кил хуçалăхĕсем пурăнакан вырăнсенчен те çỹп-çапсене илсе тухрăмăр. Анчах та паянхи кун çак вырăнсенче каллех малтанхи ỹкерчĕкех. Акă, тĕслĕхрен, Колхознăй, Промышленнăй урамсенех илер. Кил-çуртсем тĕлĕнче мĕн чухлĕ тасамарлăх. Хăмла йышăнакан пункт, механика завочĕ умĕнче те, айкинче те çỹп-çап купи. Е.Степанова урамĕнче пурăнакансем чукун çул хĕрринче çỹп-çап тăкмалли вырăн туса янă. Н.Зарубин урам вĕçĕнче, сĕт-çу завочĕ хыçĕнче тасамарлăх хуçаланать. Çак урамсенче пурăнакансем валли çỹп-çапа илсе тухма автомашина та уйăрса патăмăр. Анчах та тасатас тесе пĕр кил хуçи те вырăнтан хускалмарĕ. Тухса пăрахма хăюлăх çитнĕ пулсан, тасатма мĕншĕн вăхăчĕ çук-ши? Харпăр-хăй килĕнче çап-çутă та тап-таса пурăнакансем мĕншĕн урама варалаççĕ-ши? Унти тасамарлăх, йỹçĕклĕх каялла килех кĕрессине шухăшламасăрах пур япалана та урама вăркăнтараççĕ. Вĕсен каяшĕсене камăн килсе пуçтарса памалла. Çакăн пек тĕслĕх Свердлов урам тăкăрлăкĕнче, Комаров урамĕпе тăкăрлăкĕнче те, К.Маркс, Николаев, Киров урамĕсенче те. Çут çанталăка вараласа пурăнма пире никам та ирĕк паман. Поселок территорийĕнче пурăнакансем! Тасалăхшăн хамăр тăрăшмасан айккинчен никам та килсе туса памасть. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшасчĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров халăх валли лайăх пурнăç условийĕсем туса парас, Чăваш Республикин районĕсемпе хулисен социаллă пурнăçĕпе экономикин комплекслă аталанăвне тивĕçтерес, хуласен, поселоксен тата ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе 2005 çула Парксен тата садсен çулталăкĕ пулассине пĕлтерсе Указ та кăларчĕ. Çакă пире тавралăха йывăçсем лартса тирпей-илем кĕртме чĕнсе калать те ĕнтĕ. Халăх пурăнакан чи лайăх симĕс вырăн, урам, картиш конкурс та ирттерме палăртнă.
Çынсен чун-чĕринче илемлĕх килентĕр, тавралăхра тасалăх хуçалантăр тесен пирĕн пурин те пĕрле çанна тавăрсах ĕçлемелле, çынсен чун-чĕринчи тасалăхшăн тăрăшмалла. Вара тин урамсенче тирпей-илем пулĕ.
Г. ЕГОРОВ, Вăрмар поселок администрацийĕн пуçлăхĕ.