Пушанаççĕ уйсем
o Ял хуçалăхĕ
Пушанаççĕ уйсем
Районта ял хуçалăх культурисене пухса илес ĕç вĕçленсе пырать. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем уй-хирсенчен тасалчĕç. Çак ĕçсене туса ирттерме кăçал çанталăкĕ те аван тăчĕ. Çыннисем те пĕр-пĕрне ăнланса вăй хучĕç. Районĕпе 8253 гектар çинчен 14216 тонна тĕш тырă пухса илнĕ. Ку вăл кашни гектартан 17,2 центнер шутланать. Кăçал "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чылай ытларах тĕш тырă туса илсе районта 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Кашни гектар тухăçĕ 31 центнер. "Шигали", "АгроВладина" хуçалăхсен 1 гектартан 21,4 центнер. Çав хушăрах "Шоркистринский", "Кинчерское", "Кульгешский" хуçалăхсем вара пĕр гектартан 10-шар центнера яхăн кăна çапса илчĕç. Хуçалăхсем пĕр-пĕрне пулăшассипе те аван ĕçлерĕç. "Арабоси" агрофирма "Тегешево" агрофирмăна пĕр ДОН-1500 комбайн парса кĕрхи ыраша çапса илме пулăшрĕ. "Родина" хуçалăх Мăнçырмасене икĕ СК-5 "Нива", "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики Кĕтеснерсене тата "Агроснаб" хуçалăхĕсене икшер СК-5 "Нива", "ВЕХА" хресчен-фермер хуçалăхĕ Урнарсене СК-5 "Нива" комбайнсем парса пулăшрĕç. Кỹршĕри Тăвай районĕнчен пирĕн района килсе пулăшу пачĕç. Акă, "Шимкусский" тата унти В.Николаев хресчен-фермер хуçалăхсенчен Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăха икшер комбайн пулăшма çитнĕ. Тутар Республикинчи "Транссервис" тулли мар яваплă общество "Кейс" комбайнĕсене 5 парса пулăшрĕ. Вĕсем Мăнçырма, Кĕтеснер, Урнар, Чулкас, Энĕшпуç, Пысăк Енккасси ялĕсен уйĕсенче ĕçлерĕç.
Хуçалăхсенче 1324 гектар çинче кĕрхи культурăсем акса хăварчĕç. Ку енĕпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикипе "Шигали" хуçалăхсем, "Арабоси" агрофирма аван ĕçлерĕç. "Рассвет", "Ковали", Мичурин ячĕллĕ, "Орнарский", "Шоркистринский", "Кинчерское" хуçалăхсем пĕр гектар та акайман.
Çĕр улмине пухса кĕртес ĕç те вĕçленчĕ. Унăн тухăçлăхĕ вăтамран 107 центнерпа танлашать. Хуçалăхсемпе илес пулсан "Арабоси" агрофирма пĕр гектартан 188 центнер, "АгроВладина" - 153 центнер илме пултарчĕç.
Хăмлана кăçал 25 гектар çинче çакса хăварнă пулнă, пурне те пухса кĕртнĕ. Ку енĕпе ытларах "Ресурсы" агрофирма ĕçлет. 210 центнер типĕ хăмла туса илчĕç, кашни гектартан 10,9 центнер тухнă.
Ял хуçалăх культурисен пысăк тухăçăн никĕсĕ кĕркуннерен пуçланать. Кунта чи кирли - кĕрхи çĕртме туса хăварни. Районĕпе çурхи культурăсем валли 12600 гектар çинче кĕрхи çĕртме туса хăвармалла пулсан, паянхи куна 3777 гектар çинче тунă. Ку вăл 30 процентпа кăна танлашать. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикипе "Шигали" хуçалăх кĕрхи çĕртме туса пĕтернĕ. "Рассвет", "Шоркистринский", "Кульгешский", "Дружба", Мичурин ячĕллĕ хуçалăхсем вара ку енĕпе вырăнтан та хускалман. Сăлтавĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсем, укçа-тенкĕ çитсе пыманни. Кĕрхи çĕртме тумасан тухăç 2-5 центнер таран чакать. Çумкурăк ăшне путасси те çакăнтанах пуçланать. Уйрăмах çĕр улмипе кăшман валли лайăх пахалăхлă çĕр хатĕрлемелле. Тислĕк тăкса сухаласа хăвармалла. Вăхăтăн кашни минучĕпе туллин усă курмалла. Мĕн май килнĕ таран çĕртме сухи туса хăварма тăрăшмалла.
В. НИКОЛАЕВ,
ял хуçалăх управленийĕн
тĕп агрономĕ.