Ваттисен кунне анлăн паллă турĕç
Ваттисен кунне анлăн паллă турĕç
Октябрĕн пĕрремĕшĕнче çулсеренех аслă ăру çыннисен кунне паллă тăвасси çирĕп йăлана кĕчĕ. Акă кăçал та ĕç коллективĕсенче ватăсене пуçтарса вĕсен пурнăçĕпе интересленчĕç, нушисем пирки калаçрĕç, уяв ячĕпе саламларĕç, тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç, парнесем пачĕç.
ВĂРМАР ПОСЕЛОКĔ. Октябрĕн 1-мĕш кунне чылайранпа ĕнтĕ Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕ тесе палăртаççĕ. Çак кун йăлана кĕнĕ тăрăх районти культура çуртне халăх чылаййăн пуçтарăнчĕ. Хаваслă мероприятие поселок администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Егоров уçрĕ. Ватăсене, пуçтарăннисене çак хисеплĕ кунпа саламларĕ. Унтан райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов Ваттисен кунĕпе саламласа районта вĕсене мĕнле пулăшусемпе тивĕçтернипе, ватăсемпе ветерансем çăмăллăхсемпе усă курнипе паллаштарчĕ. Районти халăха социаллă пулăшу парас енĕпе ĕçлекен центр çумĕнчи стационарта, Арапуç ялĕнче ветерансен 2 çурчĕсенче ватлăхра пĕччен юлнисем пурăнма пултараççĕ. Ватăсене районта пĕччен асаплантарса усрамаççĕ. Вĕсене ятарласа уйăрнă çынсем пăхсах тăраççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров çак кун ячĕпе пуçтарăннисене ăшшăн саламларĕ. "Пĕлтĕр пирĕнпе пĕрле çак куна паллă тунисенчен чылайăшĕ пурăнмаççĕ. Кун иртет те, çул иртет. Пирĕн вырăна çамрăксем килеççĕ. Пирĕн вĕсене çĕршыва юрăхлă çынсем пулмашкăн çитĕнтермелле. Кайран вĕсемшĕн хамăра намăс ан пултăр. Ахальтен çак уява кĕркунне уявлама палăртман пулĕ. Йывăçсем çинчи çулçăсем сарăхса тăкăнаççĕ. Çуркунне каллех çĕнĕ çеçкесем хунаççĕ. Мĕн тери илемлĕ çанталăкăн кашни саманчĕ. Пирĕн пурнăç та çаплах", - терĕ Анатолий Иванович. Вăл сăмах каланă чух ватăсен куçĕсенчен куççулĕ те тухрĕ. Хумхануллă пулчĕ ку самант. Район пуçлăхĕ пур ватăсен ячĕпе поселокри чи ватă вăрçă ветеранне Н.Мясникова чечек çыххи парнелерĕ. Пурне те илемлĕ те хаваслă пулма ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.
Унтан коммунистсен пар-тийĕн районти организацийĕн представителĕ Ф.Ларионов ватăсене саламларĕ.
Юлашкинчен ветерансем пысăк концерт курса савăнчĕç.
А. НИКОЛАЕВА.
ШĂХАЛЬ. Ваттисен кунне анлăн паллă тăвасси Шăхальсемшĕн тахçанах йăлана кĕнĕ. "Шигали" хуçалăх Њпуçлăхĕ А.УльяновЌ пулăшнипе ялти ватă çынсем праçнике столовăйĕнче паллă турĕç. Чи малтанах пухăннисене Ваттисен кунĕ ячĕпе Шăхаль ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Тапинова саламларĕ. Шкулти учительсен тата вĕренекенсен ячĕпе шкул директорĕ Л.Трофимова ăшă сăмахсем каларĕ. Ветерансен ячĕпе педагогика ĕçĕн ветеранĕ В.Чернов сăмах илчĕ. С.Долгова музыка учителĕпе Н.Скворцова аслă вожатăй ертсе пынипе вĕренекенсем концерт лартса пачĕç.
Аслă Çĕнтерĕве тунăранпа кĕçех 60 çул çитет. Çав ятпа уява пухăннисем вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк йĕри-тавра 30 тĕп чăрăшсем лартса хăварчĕç.
Уява килнĕ ветерансене тутлă апат-çимĕçпе, чейпе сăйларĕç. Пурте кăмăллă пулчĕç, уява йĕркелекенсене тав турĕç.
Н. ПЕТРОВ.
КАВАЛ. Ваттисен кунне октябрĕн 1-мĕш кунĕнче чыслăн ирттерчĕç. Нумай ватă çынсем пуçтарăнчĕç Кавалти культура çуртне çак сумлă уява. Паянхи куна Кавалта 411 пенсионер пурăнать. Паллах, пурте килеймерĕç уява. Вăрçă ветеранĕсем, шел пулин те, сахаллансах пыраççĕ, вĕсенчен Н.Исаевпа В.Иванов çеç килме пултарчĕç.
Малтанах Кавалти вăтам шкул ачисем ваттисене хисеплесе чаплă концерт лартса пачĕç. Концерта музыка учителĕ В.Табаков хатĕрленĕ, хăех баян каласа ăста ертсе пычĕ. Ватăсене уйрăмах ачасен хорĕ юрланă "Эпир сирĕн мăнуксем", "Тавах сире, атте-анне", "Асаннеçĕм, асанне" юрăсене юрлани килĕшрĕ, пурин те куçĕсем шывланчĕç çак юрăсене итлесе.
Шкул ачисем куракансене чăваш ташшисене ташласа та савăнтарчĕç. "Артистсем" пурте чăвашсен ĕлĕкхи тумĕсене тăхăннă.
Концерт хыççăн ветерансем сĕтел хушшине ларчĕç. Вĕсене ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Иванов, "Ковали" хуçалăх председателĕ И.Таратин, Кавалти вăтам шкул директорĕ Е.Ипатова уяв ячĕпе саламларĕç, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Ветерансем те - М.Моклакова, Т.Исаева, А.Табаков, Ю.Покровский, Н.Исаев, Е.Перцева тата ыттисем те тухса калаçрĕç, вĕсем ял администрацине, "Ковали" хуçалăха ертсе пыракансене ваттисене манманшăн, вĕсене хисеплесе уяв туса панăшăн, В.Табакова тата шкул дирекцине лайăх концертшăн тав турĕç. В.Табаков ватăсене ĕлĕкхи юрăсене баянпа каласа юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ. Кăмăллăн саланчĕç килĕсене ветерансем.
В. ТУРТУШОВ,
Кавал ял администраци çумĕнчи ветерансен совечĕн председателĕ.
ÇĔНĔ КИНЧЕР. Ваттисен кунĕ ячĕпе ялти клуб заведующийĕ Н.Яйцов ватăсене кафене пуçтарăнма йыхравларĕ. Кун пек пуçтарăнасси йăлана та кĕнĕ пулĕ ĕнтĕ. Вĕсене ялти ятлă-сумлă çынсем саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунчĕç. Шкулта вĕренекенсем аслă ỹсĕмрисен ячĕпе сăвăсем каласа, юрăсем юрласа пачĕç. Халăхра анлă сарăлнă, ватăсем кăмăллакан юрăсем юрларĕç вĕсем.
Юлашкинчен ватăсем уяв сĕтелĕ хушшинче пĕр-пĕринпе нумайччен калаçса ларчĕç, иртнине аса илчĕç. Çак мероприятие йĕркелекенсене хăйсене çапла хисеп туса чĕнсе чысланăшăн тав турĕç. Уява ирттерме пулăшнă "Кинчерское" хуçалăх пуçлăхне И.Иванова, П.Крыловпа В.Михайлов предпринимательсене ватăсем хăйсене манманшăн тав сăмахĕсем каласа килĕсене кăмăллăн саланчĕç.
А. АНАНЬЕВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.