Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Вучахсем" ялан ялкăшчăр

o Культура

"Вучахсем" ялан ялкăшчăр

Районта пурĕ 44 клуб учрежденийĕ, массăллă библиотека - 27, ачасен искусство шкулĕ, историпе краеведени музейĕ пур, агитбригада ĕçлет. Кăçалхи март уйăхĕнче Чăрăшçырма ялĕнче, ял çыннисем тăрăшнипе, клуб уçăлчĕ. Хăш-пĕр ялсенче клуб çурчĕсем кивелнине пытарма çук ĕнтĕ. Çавна май юсав ĕçĕсем тума тивет. Районти пур культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем тунă. Тĕпрен илсен, вĕсене пурне те тенĕ пекех культура ĕçченĕсен укçи-тенкипе, урăхла каласан, хăйсем тĕрлĕ мероприятисене тỹлевлĕ ирттернĕ укçапа пурнăçланă. Паллах, район администрацийĕ пулăшмасăр пулман ĕнтĕ. Район бюджетĕнчен Чупайĕнчи культура çуртне газ кĕртме тата районти историпе краеведени музейне юсама хушма укçа-тенкĕ уйăрса панă.

Халĕ Энĕшпуçĕнчи культура çуртне юсама пуçланă. Укçа-тенкĕ çитменнипе Кавалти, Арапуçĕнчи, Мăнçырмари, Кĕтеснерти культура çурчĕсен çивиттийĕсене витейместпĕр-ха, хутса ăшăтмалли система та юсавлă мар.

Пирĕн районта тĕслĕх библиотекăсем уçăлчĕç. Çакă райадминистраци енчен пуçарулăх кăтартнинчен нумай килчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ культура çине пысăк тимлĕх хурать. Иртнĕ çул тĕслĕх библиотекăсем уçассипе пысăк утăмсем тунă. Кăçал ку енĕпе малалла ĕçленĕ. Чулкасра, Кивĕ Вăрмарта çакăн пек библиотекăсем уçнă, ноябрь уйăхĕнче Кавалта уçмалла.

Халĕ библиотека фончĕсене модернизацилессипе программăлла мероприятисен системине пăхса тухаççĕ. Çынсем ирĕклĕн информаци, пĕлỹ илччĕр. Библиотекăсем модернизаципе информаци ĕçне лайăхлатнипе тата çĕнĕ технологипе электронлă ресурссем туса хунипе тĕнче шайĕнчи информаци инфраструктури патне çитчĕр.

Ĕç ăнăçлăхĕ чи малтанах кадрсенчен килнине эпир пурте лайăх пĕлетпĕр. Культура учрежденийĕсенче пурĕ 203 çын тăрăшать, вĕсенчен 121-шĕ - специалистсем, 26 çын - аслă, 70-шĕ вăтам пĕлỹ илнисем. Ачасен искусство шкулĕнче 42 çын, вĕсенчен 31-шĕ - преподавательсем, 23-шĕ - аслă, 8-шĕ - ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ.

Тĕрĕссипе каласан, культура учрежденийĕсенче кадрсем тăтăшах улшăнаççĕ, специалистсем çитмеççĕ. Эпир культура институтне те, училищине те вĕренме яратпăр. Анчах кадрсем пирĕн пата килмеççĕ тесен те тĕрĕс пулать. Ялта пурăнакан интеллигентсенчен чылайăшĕн вырăнти клубсенче ĕçлес кăмăлĕсем çукрах.

Кăçал республикăри культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕн министерствине грант илме конкурса 6 проект тăратнă.

Пирĕн тĕп тĕллев - культура йăли-йĕркисене упраса хăварасси тата аталантарасси. Кашни çулах художествăлла пултарулăх коллективĕсен хушшинче "Янăра юрă" фестиваль йĕркелетпĕр. Кăçал вăл Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çывхарса килнине халалласа иртрĕ. Фестивальре Аслă Чак, Кĕтеснер, Чулкас, Кавал, Пинер ялĕсенчи культура учрежденийĕсем лайăх енĕпе палăрчĕç, Хисеп грамотисем, укçан преми илме тивĕçрĕç.

Апрель уйăхĕнче республика шайĕнче "Ликуй, победная Весна!" агитбригадăсен смотрне хутшăнса Кĕтеснерти, Чулкасри, Арапуçĕнчи, Энтриялĕнчи агитбригадăсем финала тухнă.

Çав уйăхрах районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Аншлаг" агитбригада Канаш хулинче ирттернĕ зонăри смотр-конкусра диплом çĕнсе илнĕ, республикăри конкурса хутшăннă.

Ветерансен "Туслăх" хорĕ республикăри "Живая память поколений" фестивальре лайăх концерт кăтартса диплом тата парне илнĕ.

Кашни çулах Чăваш Республикин Патшалăх кунĕнче районти культура учрежденийĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсем Пĕтĕм Раççейри "Родники Поволжья" халăх творчествин фестивальне хутшăнаççĕ. Кăçал пирĕн 2 коллектив "Парне тата "Сарнар" ушкăнсем Елчĕке тата Шупашкара кайса килчĕç.

Эстрада юррисен лайăх йăли-йĕркисене упраса пултарулăх ушкăнĕсем республикăри тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссене хутшăнаççĕ. Май уйăхĕнче Элĕкре регионсен хушшинче иртнĕ "Виръял шевлисем" фестивальре пирĕн "Салам" халăх эстрада ансамблĕ хăйĕн чăн-чăн пысăк пултарулăхне кăтартнă, унтан 3 диплом илсе килнĕ.

"Парне" фольклор ушкăнĕ республикăри "Хмель, солод и пиво России" выставка - фестивале хутшăннă.

Т. ВИКТОРОВА,

райадминистрацин культура

пайĕн начальникĕ.



06 октября 2004
00:00
Поделиться