Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Ял хуçалăхĕн тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçăн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ Сире професси уявĕпе - Ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлать.

Хресчен ĕçне эпир уйрăмах пысăк вырăна хурса хаклатпăр. Ял ĕçченĕсене çут çанталăк панă ăс-хакăлшăн, çĕрпе тирпейлĕ усă курнăшăн, ĕçченлĕхшĕн тата чăтăмлăхшăн пĕтĕм халăх хисеплет. Вĕсем яланах патшалăхшăн çирĕп тĕрек пулнă.

Кăçалхи çулталăк ял хуçалăх отраслĕшĕн йывăр лару-тăрупа пуçланчĕ. Электроэнерги, çунтармалли-çĕрмелли материалсен тата техника хакĕсем ỹсни кăна мар, çĕр ĕçченĕпе выльăх-чĕрлĕх пăхакана çанталăк условийĕсем те самаях пăшăрхантарчĕç. Апла пулин те тăрăшуллă ял ĕçченĕсем çавăн пек йывăр условисенче те çитĕнỹсем тума пултарчĕç.

Хисеплĕ çыннăмăрсем, апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçĕн ĕçченĕсем тата ĕç ветеранĕсем! Сире районти агропромышленность комплексне аталантарас тĕллевпе пĕтĕм вăя парса ырми-канми ĕçленĕшĕн чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, тулли телей тата ăнăçусем сунатпăр.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕ                      А.И. Егоров



08 октября 2004
00:00
Поделиться