Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чечеклентĕр тăван çĕршывăмăр

 Чăваш Республикин Президенчĕн Указне - пурнăçа
 
 
Чечеклентĕр тăван çĕршывăмăр
 
 
     Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров нумай пулмасть ятарлă Указ кăларса çитес 2005 çула "Парксемпе садсен çулталăкĕ" пуласси çинчен пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин районĕсемпе хуласен социаллă пурнăçĕпе экономикин комплекслă аталанăвне тивĕçтерес, хуласен, поселоксемпе ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе йышăннă çак Указа.
Çак тарана çитиччен ЧР Президенчĕ час-часах тăван тавралăха, хамăр пурăнакан вырăна, кил-çурта таса, тирпейлĕ тытасси çинчен пĕрре кăна мар чăваш халăхне пĕлтернĕ, тасалăх, хăтлăх, тирпей-илем йĕри-тавра хуçалантăр тесе асăрхаттарсах тăнă. Халĕ акă çĕнĕ Указ йышăнса çĕнĕ парксем, садсем, скверсем, аллейăсем туса лартма, йывăçсем çитĕнтерме, ем-ешĕл курăклă газонсем ỹстерме, тĕрлĕ тĕслĕ чечеклĕ клумбăсем лартма ыйтнă. Паллах, ешерсе чечекленекен пĕчĕк чăваш çĕршывăмăр кама савăнтармĕ, камăн чун-чĕринче çĕкленỹ, ырă кăмăл-туйăм çуратмĕ. Çĕнĕ Указа ватти те, вĕтти те кăмăллăн йышăнчĕ, ырларĕ. Çапла пулмасăр, çĕнĕрен те çĕнĕ парксемпе садсем, ешерсе тĕрлĕ тĕссемпе ялкăшса тăракан чечек клумбисем, аллейăсем, халăх валли кану вырăнĕсем кăна мар, экологи тĕлĕшĕнчен тасалăх, тирпей-илем кĕртеççĕ, куçсене савăнтараççĕ, малалла та çак çулпа талпăнса хитре, илем ăнлавсем патне туртăнма хистеççĕ. Этем паян çут çанталăкăн ытарайми илемлĕ пуянлăхне сыхлама пĕлменнипе мĕн пур лартнă йывăçсене хуçса-ватса, чечексене таптаса, ем-ешĕл курăка варалама вĕреннĕ. Анчах ăнланмасть вăл, çапла майпа çут çанталăкпа пĕрлех пĕтĕм тĕнче, этемлĕх те пĕтме пултарать. Çакăнтан асăрхансах тăмалла, кашнийĕнех йывăçсем, чечексем çĕнĕрен лартассипе çине тăмалла, пархатарлă, сумлă ĕçе пуçăнмалла, тасалăх, илем, хăтлăх патне туртăнмалла тата ытти те.
ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Указне пурнăçласа район çыннисен пурнăçне лайăхлатас, районăн экономикипе социал-лă аталанăвне, пĕтĕм лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе ялсенче пурте усă куракан çĕрсенче çĕнĕ парксемпе садсем уçма, чечек клумбисем лартма - анлă та пĕлтерĕшлĕ программăна пурнăçа кĕртме тытăннă. Кăçал 30 пин тенкĕлĕх йывăç-тĕм туяннă Њçăка, хыр, чăрăш, пилеш йывăççисемЌ. Халĕ ял администрацийĕсен территорийĕсенче парксем, сад-пахчасем çĕнĕрен чĕртмелле, унта мĕн пур çынна явăçтарма тăрăшмалла. Кунта, паллах, шкул ачисем те активлăн хутшăнаççĕ. Çапла. Пирĕнтен кашниех çак пархатарлă ĕçе хутшăнма тивĕç, мĕншĕн тесен çапла кăна çут çанталăк мĕн пур илемне, пуянлăхне упраса хăварма пултаратпăр. Яваплăх туйăмне ỹстерсе мĕн пур вăйпа чун-чĕререн, пур кăмăлтан ỹстернĕ кашласа ларакан йывăçсемпе тĕмсене ним шелсĕр касса-ваклама, таптаса-хуçма парас мар. Вара тин пĕчĕк чăваш çĕршывĕ ешерсе, чечекленсе пырĕ, чăваш çыннисене илемĕпе, хитрелĕхĕпе ăмсантарĕ, савăнтарĕ.
 
В. НИКОЛАЕВ, райадминистрацин çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ



09 октября 2004
00:00
Поделиться