Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрле кар тăрса

o Ял хуçалăхĕ

Пĕрле кар тăрса

Пирĕн районта пурĕ 20 хуçалăх, 111 фермер ЊхресченЌ хуçалăхĕ. Вĕсем 10019 гектар çинче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем, 2849 гектар çĕр улми, 532 гектар пахча çимĕç, 12228 гектар выльăх апачлĕх культурăсем, 25,2 гектар хăмла çитĕнтерсе туса илчĕç.

"Шигали" хуçалăх тĕш тырă, сĕт, аш-какай, çĕр улмипе пахча çимĕç туса илессипе специализациленнĕ. Çĕр пулăхне çулсерен ỹстерсе пырса тухăçлă тыр-пул çитĕнтереççĕ. Кăçал та кашни гектартан 22 центнер тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем туса илме пултарчĕç. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Арабоси" агрофирма, "Родина", "Яниковское", "Тегешево", "Мир", "АгроВладина" хуçалăхсем те тухăçлă тыр пул çитĕнтерчĕç. Районĕпе вăтамран кашни гектартан 17,1 центнер тухăç илнĕ.

Юлашки икĕ çулта лизинг йĕркипе тата ял хуçалăх предприятийĕсен укçи-тенкипе хуçалăхсем техникăпа оборудовани енчен те пуянланчĕç. Тĕрлĕ йышши 37 техника илме пултартăмăр, çав шутра 6 комбайн, "МТЗ" маркăллă тракторсем туяннă. Машинăпа трактор паркне çĕнетессипе уйрăмах "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Шигали" хуçалăх, "Арабоси", "Тегешево" агрофирмăсем çине тăраççĕ.

Наука çитĕнĕвĕсемпе малта пыракан технологисемпе усă курса "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики кашни гектартан 31,1 центнер тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕ, 232 тонна утă, 1494 тонна силос, 172 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ, 2000 тонна тырă фуражĕ хатĕрленĕ. Фабрикăра ăратлă чăхсем, хурсем, кăрккасем пăхса çитĕнтереççĕ. Вĕсен продукцийĕсем Раççей регионĕсене саланаççĕ. Пĕлтĕр "Арабоси" агрофирма ăратлă сыснасем çитĕнтерме тытăннă, халĕ унта 1100 пуç сысна усраççĕ. Хамăр республикăсăр пуçне Тутар Республикине те ăсатаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма пĕр условнăй выльăх пуçне 24 центнер апат единици хатĕрленĕ.

Районĕпе 3578 тонна утă, сенаж - 7664, силос - 7119, витаминлă курăк çăнăхĕ - 192, тырă фуражĕ 19 пин тонна пур.

Кăçалхи 9 уйăхра, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пĕр ĕнерен сĕт суса илесси 119 процентпа танлашать. 100 ĕне пуçне 62 пăру илнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 129 процент. Выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстерессипе "Арабоси" агрофирма, "Вознесенское", "Мусирма", "Шигали", Мичурин ячĕллĕ хуçалăхсемпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики ăнăçлă ĕçлеççĕ. "Вознесенское" хуçалăхра кăçалхи 9 уйăхра кашни ĕнерен 3415 килограмм сĕт суса илме пултарнă, ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 113 процент.

Райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕ çынсемпе ĕçлессине малти вырăна хурать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе ĕçченĕсем хушшинче экономика ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ тата "Професси енĕпе чи лайăххи" конкурссем ирттереççĕ. Ĕçре палăрнисене тĕрлĕ номинацисенче райадминистрацин Дипломĕсемпе хавхалантараççĕ. Кăçалхи вырмара комбайнерсем хушшинче "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинчи В.Алексеев "Енисей-950" комбайнпа 9256 центнер тĕш тырă çапса илме пултарнă. Ку хуçалăхри А.Григорьев комбайнер СК-5 "Нива" комбайнпа 4123 центнер вырса илнĕ. "Шигали" хуçалăхăн комбайнерĕсем В.Григорьев, П.Гафитуллин "Енисей" комбайнсемпе 7248 тата 5538 центнер çапса илнĕ.

Сĕт туса илекенсем хушшинче те маттур çынсем чылай. "Вознесенское" хуçалăхри Р.Михайлова 9 уйăхра пĕр ĕне пуçне 3415 килограмм сĕт суса илнĕ. Çавăн пекех "Арабоси" агрофирмăри В.Т.Михайлова, В.Е.Михайлова сĕт туса илессипе лайăх çитĕнỹсем тунă, кашни ĕнерен 2597 килограмм сĕт сунă. Çак хуçалăхри Л.Баранова, Н.Васильева, А.Иванова, Н.Ефимова, Е.Федорова, Е.Владимирова дояркăсем те хастарлăх кăтартаççĕ.

"Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинчи И.Васильева чăх-чĕп пăхакана çитекенни çук. Вăл 9 уйăхра пĕр чăхран 128 çăмарта илме пултарнă.

Районта хуçалăхсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕсем çивĕч иртеççĕ, кашнинчех производствăра малта пыракансен çĕнĕ ячĕсене тупса палăртатпăр, малалла та çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлемешкĕн хавхалантаратпăр, çивĕч кĕрешỹре талпăнса ĕçлеме вăй паратпăр.

Н. ВАСИЛЬЕВ,

райадминистрацин ял хуçалăх

управленийĕн пуçлăхĕн

заместителĕ.



09 октября 2004
00:00
Поделиться