Çыннăн пурнăçĕ - малти вырăнта
o Ĕç сыхлавĕ
Çыннăн пурнăçĕ - малти вырăнта
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 15-мĕшĕччен ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç условийĕсене лайăхлатас тата ĕç-хĕле хỹтĕлес енĕпе хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн уйăхлăха ял тата фермер хуçалăхĕсем пурте хутшăннă. Йышăнура ĕç условийĕсене лайăхлатасси, ĕç сыхлавне пăхăнса ĕçлесси - пĕрремĕш тĕллев пулмалли пирки каланă. Уйăхлăх вăхăтĕнче ял хуçалăх пуçлăхĕсемпе, вырăнти специалистсемпе тата тĕрлĕ çĕрте тăрăшакан рабочисемпе тĕл пулса кулленхи ĕçĕн хăш-пĕр саманчĕсемпе паллашма тỹр килчĕ. Хăш-пĕр предприятисенче, тĕслĕхрен, "Шептаховский", "Слава", "Шигали", "Тегешево" хуçалăхсенче ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе ĕç вырăнĕсенче оборудование тĕрĕс ĕçлеттермешкĕн кирлĕ пек юсаса çитереймен. Метала хĕртсе çыпăçтармалли агрегатсем тата тракторсемпе автомашинăсене юсамалли мастерскойсенче усă курмалли кран-балкăсем ĕçлеме юрăхсăр тĕслĕхсем пур. Районти хуçалăхсенчи механизаторсем тата тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансем медосмотр тухмаççĕ. Тỹрех калас пулать, хуçалăх пуçлăхĕсем рабочисене ятарлă тум-тирпе кирлĕ пек тивĕçтермен. "Шептаховский", "Шоркистринский", "Мусирма", "Ковали", "Чакинское" хуçалăхсенче опытлă специалистсен йышĕ чылай чакнă. Ĕç саккунĕпе килĕшỹллĕн усă курса коллективлă килĕшỹсем йышăнман. Коллективлă килĕшỹпе йышăннă ыйтусене хуçалăх пуçлăхĕсен тĕрĕс пурнăçласа тимлĕн пăхăнса пымалла. Кирек ăçта та ĕç условийĕсене лайăхлатасси тата ĕç сыхлавне пăхăнасси яланах малти вырăнта пулмалла. Ĕçлекен çыннăн пурнăç çулĕ вăрăм пултăр тесен кашни ял хуçалăх пуçлăхĕн тăрăшни кирлĕ.
Паянхи куна илсен пурте тенĕ пекех укçа-тенкĕшĕн тăрăшаççĕ. Рынок тапхăрĕнче чăннипех çапла пулмалла та ĕнтĕ. Анчах ĕç вырăнĕнче тăрăшакансен ĕç условийĕсемшĕн, сывлăхĕшĕн, ятарлă тум-тирпе тивĕçтермешкĕн çине тăмалла. Шел пулин те хуçалăх пуçлăхĕсенчен чылайăшĕ çакна асра тытасшăнах мар. Çавна пулах çынсем сусăрланаççĕ, чирлеççĕ, инвалид пулса юлаççĕ, шел, вăхăтсăр вилекенсем те пур.
Хуçалăхсенче хăйсен ĕçне лайăх пĕлсе тăракан, тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа, пĕр тикĕс пурнăçласа пыракан специалистсен шучĕ чакнăçемĕн чакса пыни пăшăрхантарать. Çавăнпа та паян Раççей Федерацийĕ тата Чăваш Республики йышăннă ĕç сыхлавĕпе çыхăннă саккунсене пурнăçа кĕртсе пыни питех те пĕлтерĕшлĕ. Нумайăшĕ ку енĕпе ĕç сыхлавĕнчи инструкцисемпе паллаштармасăрах алă пустарнипех ĕç тунă тесе шутлать. Çỹлерех асăннă саккунсене пурнăçа кĕртесси тỹрремĕнех хуçалăхри яваплă çынсенчен - кадрсемпе ĕçлекен инспектортан тата пуçлăхран, вĕсем хăйсен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пынинчен килеççĕ.
Çавăнпа вырăнти ял администрацийĕсен, ял хуçалăхĕсен пуçлăхĕсен пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелле, ĕç вырăнĕсенче сусăрланассине чакарас, ĕçри профессипе çыхăннă чир-чĕрсенчен сыхланас тесе Ĕç сыхлавĕн саккунне çирĕп пăхăнса ĕçлемелле.
В. ИВАНОВ,
райадминистрацин ĕç сыхлавĕн
тĕп специалисчĕ.