Çитĕнекен ăрăва савăнтартăр
o Парксемпе садсем ешерччĕр!
Çитĕнекен ăрăва савăнтартăр
Тавралăх, ял илемĕ унта пурăнакансемшĕн тата хăнана килсе каякансемшĕн те кăмăла çĕклет. Тирпей-илем, йывăç-курăк - харпăр хăй сывлăхĕ. Кашни кил умĕнче илемлĕ чечексем ешерни чун-кăмăла çĕклентерсе ярать. Таврара йывăçсем ỹссе, кашласа ларсан сывлăш та таса пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров хуласен, поселоксен, ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе 2005 çула Парксен тата садсен çулталăкĕ пулассине пĕлтерсе Указ та кăларчĕ. Йывăç лартассипе кашни кĕркуннепе çуркунне ирттерекен уйăхлăхсене те тăтăшах хутшăннă-ха эпир. Кăçал та кĕркунне шкул пахчине 2 гектар çĕр çинче йывăçсем лартса хăварма шут тытрăмăр. Унта тĕрлĕ сортлă улма-çырла, хурăн, çăка, чăрăш, пилеш йывăççисем лартма палăртнă. Эпир ку енĕпе райадминистрацин çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен пайĕпе пĕрле тăрăшатпăр. Ялти стадионта та карта тытса çавăрса йĕри-тавра йывăçсем лартса тухасшăн.
Кашни çыннăн пурнăçĕнче паллă кунсем пулаççĕ. Çакна шута илсе эпир хамăр территоринче йывăçсен аллеййине уçасшăн. Ан тив, çĕнĕ çемье чăмăртанать-и, çамрăк çемьере ача çуралать-и, камăн та пулин юбилейлă кун-и, пурте унта тухса ятран йывăç лартма пултарччăр. Хамăрăн тавралăх симĕс тум тăхăнни çитĕнекен ăрăва савăнтартăр, вĕсем пирĕн çинчен ырăпа аса илччĕр.
Л. АНДРЕЕВА,
Урнар ял администрацийĕн пуçлăхĕ.