Шыв пире вăй-хăват парать
o Чăваш Республикин Президенчĕн Указне - пурнăçа
Шыв пире вăй-хăват парать
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Енре пурăнакансене пурнăç пахалăхĕ енчен тивĕçтерес тесе юлашки 10 çулта нумай енлĕ ĕçсем туса ирттерчĕ. Çак тапхăрта нумай тĕрлĕ программа кун çути курса, пурнăçланса чăваш халăхне çăмăллăхсем туса пачĕ. Тĕслĕхрен, хăй вăхăтĕнче ЧР Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Еншĕн пысăкран та пысăк тĕллев палăртса - мĕн пур чăваш ялĕсене газификацилессине - чăваш çыннисен пурнăçне лайăхлатас енĕпе социаллă чи пысăк программăна - пурнăçа кĕртрĕ. Халĕ акă ятарласа йышăннă çĕнĕ Указ. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ хут - "Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указ. Таса, пахалăхлă шывпа тивĕçтерессин социаллă эффекчĕ газ кĕртнипе пĕр танах, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку ĕç те, шансах тăратпăр, пысăк хăвăртлăхпа, калăпăшпа, вăраха тăсăлмасăр пулса иртĕ. Указа пурнăçлас тĕллевпе республика бюджетĕнчен 500 миллион тенкĕрен кая мар уйăрма палăртнă. Чăвашрадиопа панă интервьюра Николай Васильевич Федоров Президент çапла каланă: "...Чăваш Республикинче, çĕнĕ йышши наука меслечĕсемпе тишкерни кăтартнă тăрăх, юхан шывсенчен çурри ытларах, централизациленĕ майпа шывпа тивĕçтерекен çăл куçсен чĕрĕкĕ санитари нормисене тивĕçтермест. Эпĕ ăнлантармасăрах пурте пĕлеççĕ: пахалăхсăр шыв ĕçни сывлăха пысăк сиен кỹрет..." Ку питĕ тĕрĕс. Шыв - вăл пĕтĕм пурнăç. Мĕн пур пурнăç нумай-нумай çулсем каялла шывран пуçланнă, мĕн пур чĕрĕ чĕр чун шывран вăй илсе малалла аталаннă, этемĕн пурнăçĕ те тỹрремĕнех шывран килнĕ. Çапла май, каламасăрах паллă, çыннăн пĕтĕм пурнăçĕ, сывлăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ паха, лайăх шывран килет. Пахалăхлă шыв - çирĕп сывлăх. Кашнине ĕçмелли таса, тăп-тăрă, паха шывпа тивĕçтерсен, Чăваш Республикин çыннисем сывлăхлă, тĕреклĕ пулĕç. Республикăн çулленхи аталанăвĕ те çакăнтан килет-тăр.
В. ГУРЬЕВА.